АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырсах тăрсамăр район хаçатне

24 апреля 2010 г.

Кашни çыннăнах пултарулăх пур. Пĕри ăна ĕçре палăртать. Иккĕмĕшĕ вĕренÿре çĕкленет. Виççĕмĕшĕ, пушă вăхăта сая ямасăр, алла ручка тытса çырать. Сцена çинче юрлакан-ташлакан, спортпа явăçакан та пур. Паян сăмахăма вара хамăрăн обществăлла корреспондентсем çинчен пуçарасшăн.

Сăлтавĕ те пур. Вулакансем алла “Авангардăн” 10000-мĕш номерне илеççĕ. Хаçат кашнийĕшĕнчех интереслĕ тухса тăтăр тесе сахал мар тăрăшаççĕ пирĕнпе çыхăну тытакансем. Кашни çырăнтару тапхăрĕнчех тираж ÿснинче те вĕсен тÿпи пурах. Вăл е ку мероприяти иртнине пĕлтерсе тăма ÿркенмеççĕ. Савăнăçĕсене пайлама, чĕрери чун ыратăвĕсене хускатма манмаççĕ. Тавах вĕсене çакăншăн. Яланхиллех Нăрваш Шăхалĕнчи В.Бородкин, Б.Кошкин, Кивĕ Ахпÿртри В.Мальцева, Аслă Чементи Н.Кошелева, Çĕньялти М. Мадюкова, Алманчăри Н. Никитина, Ыхра Çырминчи Ф. Яббарова, Р. Гайфин, Чăваш Ишекĕнчи С. Кулакова, Упамсари Г. Васильев, Первомайскинчи Я. Степанов, Патăрьелĕнчи В. Антипов, Г. Хлебникова, Н. Селиванова, А. Андреева, Кзыл Чишмари М. Абдуллин, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи В. Воробьева, прокуратура ĕçченĕсем, А. Кузнецовăпа А. Капитонова библиотекарьсем тата ыттисем те редакцие хыпарсем çитерсех тăраççĕ. Пуçласа информаци çыракансен кăмăлĕсене те хуçмастпăр. Алманчăри И. Фомина, Б. Каруев, Кивĕ Ахпÿртри А. Сеприханов, Ишлĕри М. Артемьева, Упамсари Е. Сымова, Чăваш Ишекĕнчи З. Краснова, Шăнкăртамри Р. Алеева хыпарĕсем пуçласа кун çути курчĕç. Çĕнĕ Ахпÿртри В. Уруковпа Пăлапуç Пашьелĕнчи П. Киданова вăрçă аса илĕвĕсене шăрçаларĕç. Çул-йĕр çинчи тимлĕхе ÿстерессине С. Кузнецов аса илтерсех тăрать.

Редакци куллен сахал мар çыру илет. Шел пулин те пурне те кун çути кăтартма майĕ çук. Акă, Алманчăри С. Сергеев вĕренекен аслашшĕ çинчен çырса пĕлтернĕ. Ватă сахал мар хура-шур курнине, хуçалăхра мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тракторпа ĕçленине палăртнă. Анчах ячĕ паллă мар.

Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти М. Артемьева Хĕрарăмсен кунне халалласа концерт лартса пани çинчен çырнăччĕ. Хыпар кая юлса çитрĕ.

Первомайскинчи В. Котлова ялти тĕслĕх библиотекăра йăла-йĕркепе çыхăннă уяв иртни çинчен хыпар янăччĕ. Мероприятие библиотека ертÿçи йĕркеленĕ. Анчах унăн хушамачĕ паллă мар.

Пăлапуç Пашьелĕнчи Н. Тельцов ял 385 çул тултарнине уявлани çинчен çырчĕ. Çыру питех те кая юлса килчĕ. Çитменнине тата маларах кун пирки пичетре çутатма та ĕлкĕрнĕччĕ.

Кăçал – Вĕрентекен çулталăкĕ. Çавна май педагогсем çинчен çырнă материалсем сахал мар килеççĕ. Пĕрисенче вĕрентсе ăс панăшăн тав тăваççĕ. Теприсенче виçесĕр мухтаççĕ. Виççĕмĕшĕсенче сăмах пуххи çыраççĕ. Çырусем ку темăпа ытларах шкул ачисенчен килеççĕ. Мĕн палăртмалла-ха. Тав туни – тÿлевлĕ. Учителĕн ĕçĕ – вĕрентесси. Çавăнпа та унăн ĕçне шкул ачи хак пани вырăнлах та мар. Çавна пулах Тутар Сăкăтĕнчи М. Мусина, Д. Алиуллова хыпарĕсем те пичетленеймерĕç.

Первомайскинчи вăтам шкулта вĕренекен Н. Маркиданова та çĕнĕ автор. Анчах вăл янă “Йĕлме йĕлтĕр – 2010” информацийĕ пичетре вырăн тупаймарĕ. Çыру кая юлса çитрĕ.

Туçари А. Кузнецован “Вутпа кĕлленнĕ çырусем...” информацийĕнчи йĕркесем маларах пичетре усă курăннăччĕ.

Патăрьелĕнчи Г. Хлебникован чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен “Ĕçтешсемпе хутшăнни – чун-чĕрене пуянлатни” фестивалĕ çинчен çырни те редакцие каярах юлса çитрĕ.

Авторсем тĕрлĕ енчен пулни географине пуянлатать. Çырмалли кашни ялтах пур. Лайăххине курма, çитменлĕхе асăрхама та пĕлмелле çыракансен. Пуянлăх та, çуклăх та, юрату та, курайманлăх та, хирĕçÿпе тату пурнăç та пирĕнпе хăйсене кирлĕ пек йĕркепе выляççĕ, кашнийĕшĕмĕр çине хăйсене майлă витĕм кÿреççĕ. Чи кирлине, чи ыррине, пуласлăхшăн чи тивĕçлине суйласа илесси пиртен хамăртан килет. Мĕн пуррине тепĕр ăрăва чыслăн парса хăвармалла пирĕн. Çамрăксене хурапа шурра уйăрма вĕрентмелле.

Редакци почтинче ытти темăпа çырнă çырусем те пур. Хăшĕ-пĕри авторсăр вĕсенчен. Çитменлĕхсене куçран калама хăяймаççĕ пулас. Саламлама ыйтса çырнисем кĕреççĕ. Вĕсем тÿлевпе çыхăннă.

Çырмалли тема нумай. Район Республика кунне хатĕрленет. Мĕн чухлĕ тирпей-илем кĕртмелле! Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитет. Ака-суха умра. Культура ĕçченĕсен ĕçне сайрарах çутататпăр тата ытти те. Çырма, хыпар тума, шăнкăравлама çеç ан ÿркенĕр. Авторсен ячĕпе пичетленнĕ кашни материал историне кĕрсе юлать. Вĕсене хаçата алла илнĕ кун, каярах, çулсем иртсен вулама та кăмăллă. Çавăнпа та малашне те çыхăну тытсамăр.

А. АСТРАХАНЦЕВА,

хаçатăн пай редакторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика