АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Николай Федоров–Патăрьелĕнче

28 апреля 2010 г.

Шăматкун района Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров килсе кайнă.

Республика ертÿçине район пуçлăхĕ Н. Глухов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В. Ермолаев, “Республикăри капиталлă строительство управленийĕ” патшалăх предприятийĕн директорĕ Э. Аблякимов т. ыт. те кĕтсе илнĕ.

Николай Федоров Республика кунĕ тĕлне ĕçе яма палăртнă объектсене çитсе курнă. Вĕсем: “Южное” пĕрлешÿ, “Россельхозбанкăн” Патăрьелĕнчи хушма офисĕн çĕнĕ çурчĕ.

Вĕсемсĕр пуçне районта Республика кунĕнче канализаципе шыв системине ĕçе кĕртмелле, стадиона уçмалла, Патăрьелĕнче çемье врачĕн уйрăмне, нумай хваттерлĕ икĕ çурта хута ямалла.

“Южное” тулли мар яваплă пĕрлешÿ ертÿçи В. Ермолаев пĕлтернĕ тăрăх, сысна комплексĕнчи 5 объекта реконструкцилесси уяв тĕлне вĕçленет.

Малтанхи амасене июнĕн 20-мĕшĕ тĕлне илсе килеççĕ.

Н. Федоров комплексра ĕçе ку чухнехи технологисемпе йĕркелемеллине палăртнă. “Ку объект Чăваш Ен чĕрĕлĕвне кăтартса парĕ”, – тенĕ Президент.

“Россельхозбанкăн” хушма офисĕн çуртне тунă çĕрте Н. Федорова строительсем пахалăхлă ĕçлени кăмăла кайнă. Ялти банк системине аталантарни районăн социаллă-экономикăллă аталанăвне ырă витĕм кÿрессе шанса тăнине палăртнă Президент. Хушма офис ертÿçи Л.Егорова ку банк урлă 1,5 пин ытла çын 290 миллион тенкĕ ытла кредит илнине пĕлтернĕ.

Тĕпрен илсен, Патăрьел районĕнче Республика кунне хатĕрленсе тăвакан ĕçсем ăнăçлă пыни Н. Федоров кăмăлне кайнă.

А. АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика