АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăнкун фестивалĕ

28 апреля 2010 г.

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрне халăх йышлăн пухăнчĕ. Кунта Кăнтăрти 5-мĕш благочиннăй округне кĕрекен Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи чиркÿсен çумĕнчи вырсарни шкулĕсен Мăнкун фестивалĕ иртрĕ.

Фестивале пирĕн районта пĕрремĕш хут йĕркеленĕ. Сцена çинче Мăнкун темипе çырнă сăвă-юрă, сценкăсемпе шÿтлĕ юмахсем, ташăсем, литературăпа музыка композицийĕсем пулчĕç. Уйрăмах Патăрьелĕнчи, Туçари, Турханти, Аслă Чементи, Первомайскинчи, Шăмăршăри, Васанти, Палтиелĕнчи, Кивĕ Шăмăршăри шкул коллективĕсем хăйсен ăсталăхĕпе палăрчĕç.

Концерта 14 коллектив хутшăнчĕ. Программăна малтан хатĕрленĕ сценарипе О.Сорокинăпа Т.Лялькина ертсе пычĕç. Округ благочиннăйĕ Анатолий Сорокин протоирей уява хутшăннă пултарулăх ушкăнĕсене Мăнкун парнисем пачĕ, священниксене Хисеп хучĕсемпе наградăларĕ.

Юлашкинчен уява пухăннисене район пуçлăхĕ Н.Глухов Мăнкун ячĕпе саламласа тав сăмахĕ каларĕ, Мăнкун савăнăçне чĕрере яланах усрама, çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунчĕ.

Л.Лялькин.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика