28 апреля 2010 г.
Çак ятпа республика конкурсне иртересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Районта вăл нарăспа пуш уйăхĕсенче пулчĕ. Конкурса кашни библиотека хутшăнчĕ. Вулама сĕннĕ 148 кĕнекерен çиччĕшĕ хамăр ентешсен. Вĕсем Г. Айхи, А. Кадеев, И. Тенюшев, Е. Турхан, А. Юрату, М. Юхма кĕнекисем.
Конкурс 8 номинаципе иртрĕ. Чăвашла чи лайăх вуланакан кĕнеке ята В. Шемекеевăн “Ай, тăварлă-çке, кĕвĕçÿ куççулĕ” тивĕçрĕ. Вырăсла чи лайăх вуланаканнисенчен К.Ивановăн “Нарспи” пулчĕ. Ачасем çак чĕлхепе Е. Светлаян “Любимые сказки для любимых детей” кĕнекине кăмăлларĕç. Чăвашла вара Г. Харлампьевăн “Тăрна ташши” ытларах вуланчĕ.
Кĕнекене анлăн сарас тĕлĕшпе ирттернĕ мероприятисенчен чи интересли тата эффективли ача-пăча библиотекинче пулчĕ. Район шайĕнче А. Юратун “Эп килнĕ юратма” кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнчи халăха информаципе тивĕçтерекен тата библиотека пулăшăвĕ кÿрекен центр конкурссем йĕркелес енĕпе лайăх ĕçлекен библиотека ята тивĕçрĕ.
Аслисем хушшинче Патăрьелĕнчи 71 çулхи А. Филимонова конкурса тăратнă кĕнекесенчен вунпĕрĕшне вулама пултарнипе палăрчĕ. Кĕçĕннисенчен чи нумай вулакан ятне вара Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн пиллĕкмĕш класĕнче вĕренекен К. Каллина çĕнсе илчĕ.
Библиотекăсенче ку енĕпе тĕрлĕ мероприяти ирттересси йăлана кĕнĕ. Вĕсене шкул ачисене, тăван литературăна хисеплекенсене явăçтараççĕ. Пĕр-пĕр произведение тишкереççĕ, кĕнекене презентацилеççĕ, вулакансен конференцине ирттереççĕ, авторсемпе тĕл пулаççĕ, спектакльсем лартаççĕ, выставкăсем йĕркелеççĕ.
Туçа ял библиотекинче С. Павловăн “Хаяр ытам” кĕнекипе тăххăрмĕш-вуннăмĕш классенче вĕренекенсем уçă урок ирттернĕ. Тĕп герой Марина шăпине сÿтсе явнă чухне пурнăçра паян сиксе тухакан проблемăсене çĕкленĕ.
Нăрваш Шăхаль ял библиотекинче Е.Светлаян “Любимые сказки для любимых детей” кĕнеки тăрăх ÿкерчĕксен конкурсне ирттернĕ. “Репка”, “Три поросенка” юмахсемпе сценкăсем лартнă. Кивĕ Ахпÿртри библиотекăра вара кĕнекен электронлă презентацине пăхнă.
Патăрьелĕнчи ача-пăча библиотекинче А. Галкинăн “Йывăр чир” кĕнеки тăрăх спектакль лартнă. Унта пĕрремĕш шкулта вĕренекенсене чĕннĕ.
Сăкăт ял библиотекинче Михаил Юхмана халалланă литература каçĕ пуян содержаниллĕ иртнĕ. Автор “Вăрман юмахĕ” кĕнекене мĕнле çырни çинче чарăнса тăнă.
Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленекен кĕнекесем килĕшеççĕ вулакансене.
Н. Исаева.