30 апреля 2010 г.
Çуркуннехи-çуллахи тапхăр çитнĕ май пушар тухас хăрушлăх пушшех ÿссе пырать. Чылай чухне çак йăнăш хамăр айăппа пулать. Юлашки вăхăтра тавралăха тирпей-илем кĕртес тĕллевпе çынсем пухăннă çÿп-çапа çунтараççĕ. Тимлĕ пулманран вара вут-кăвар таврари пурлăха та сиен кÿме пултарать. Районти пушар хуралĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, нумай пулмасть Еншик вăрманĕ çумĕнчи хыт хурана çунтарнă чухне йывăçсене тивсе илес хăрушлăх сиксе тухнă. Юрать-ха, инкеке вăхăтра парăнтарнă.
Çак кунсенчех уйрăм хуçалăхсенче те çине-çинех пушар шар кăтартнă. Апрелĕн 23-мĕшĕнче Тăрăнти Ашмаринсен хуçалăхĕ вут-кăвара пула тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кайнă, тепĕр виçĕ кунтан Патăрьелĕнчи Богдановсен кил-тĕрешĕ вут серепине лекнĕ. Унăн сăлтавĕ–кил хуçи чикарккă туртнă чухне асăрханусăр пулни. Пушар хăйсене çеç мар, кÿршĕ-аршине те сиенленĕ. Инкекре кил хуçи хăй те çунса вилнĕ.