30 апреля 2010 г.
“Красное знамя” кооперативра çур акине тĕплĕн хатĕрленнĕрен ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Кăçал кунта пĕрчĕллĕ культурăсем пĕр çул ÿсекен курăксемпе пĕрле 1100 гектар çитĕнмелле.
–Кĕрхи культурăсем сивĕ хĕле пула 10 процент кăна сыхланса юлнă, унта тепĕр хут, 400 гектар акма тивет. Вăрлăхсем пирĕн пурте элита, суперэлита. Минераллă удобренисем, гербицидсем хатĕрленĕ, –терĕ хуçалăх ертÿçи П.Никифоров.
Хирте хальхи вăхăтра виçĕ агрегатпа акаççĕ. Л.Силюков, С.Хитров, П.Родионов механизаторсем яваплăха туйса вăй хураççĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ, техника юсавлă пулнăран тракторсем пĕр самант та пушă тăмаççĕ.
Сухан-севок туса илессипе те Сăкăтсем çулленех тимлеççĕ. Кăçал та ăна 15 гектарта акса хăварнă.
Нумай çул ÿсекен курăксем 200 гектар ытла йышăнаççĕ. Ăна И.Шаковпа В.Кузнецов трактористсем сÿрелесе апатлантарнă.
Кунта пĕрчĕллĕ культурăсене паян-ыран никĕсе хывса пĕтересшĕн, ун хыççăн тÿрех çĕр улми лартма тытăнассине пĕлтерчĕ хуçалăх ертÿçи. “Иккĕмĕш çăкăр” 160 гектар йышăнмалла, вăрлăх çителĕклĕ.
(Хамăр корр.)