30 апреля 2010 г.
Первомайски ялĕнчи стадионра ку ялта çуралса ÿснĕ СССР тата тĕнче класлă спорт мастерĕ Александра Деверинская парнине çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен йăлана кĕнĕ ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта 12 вăтам, 4 тĕп шкултан, 8 ял поселенийĕнчен, Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри, Комсомольски районĕсенчен, Шупашкартан, 400 ытла спортсмен хутшăнчĕ. Ăмăрту хĕрÿ тупăшура иртрĕ.
Хăйсен дистанцийĕсенче К. Егорова, А. Михайлова, А. Носова, А. Козлов, А. Фомин, В. Рубцов призлă вырăнсене йышăнчĕç.
8-9-мĕш классенчи хĕрачасем 1000 метра чупрĕç. А. Прокопьева – 1-мĕш, А. Петрова 2-мĕш вырăна тухрĕç. Арçын ачасенчен призлă вырăнсенче М.Ялуков, Д. Ларкузов, А. Астраханцев.
10–11-мĕш классенчи хĕрачасем хушшинче пирĕн районти К. Филиппова 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. 1-мĕшпе 3-мĕшĕнче – хăнасем.
10-11-мĕш классенчи арçын ачасем 3000 метра чупрĕç. Кунта призлă вырăнсенче – Р. Мулгачев, А. Абрамов, О. Михайлов.
Командăсем енĕпе илсен Первомайски вăтам шкулĕ 1-мĕш, Аслă Чемен шкулĕ – 2-мĕш, Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкул 3-мĕш вырăнта.
Тĕп шкулсен ушкăнĕнче Ишлĕсем малта. Çĕнĕ Ахпÿртсем – 2-мĕш, Кивĕ Ахпÿртсем 3-мĕш вырăна тухрĕç.
18–34 çулхи хĕрарăмсен ушкăнĕнче Е. Терентьева (Первомайски) 3-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Малта – коопераци институчĕн студенткисем.
35–44 çулхи хĕрарăмсенчен Г. Мусина (Х. Пикшик) малта. 2-мĕш вырăнта Т. Кудряшова (Н. Шăхаль, 3-мĕшĕнче – В. Волкова (Первомайски).
45 çултан аслăрах хĕрарăмсем хушшинче Нăрваш Шăхалĕнчи А. Васильева – 1-мĕш, М. Николаева – 2-мĕш вырăнта.
18–39 çулсенчи арçынсенчен чи вăйли – В. Едифанов (Ю. Шăхаль). А.Сафьянов (Патăрьел) – 2-мĕш вырăнта.
40–49 çулсенчи арçынсен ушкăнĕнче П. Макаров (А. Чемен) çĕнтерчĕ. 2-мĕш вырăнта С. Лукин (Первомайски), 3-мĕшпе 4-мĕш вырăнсенче В. Бородкинпа (Н. Шăхаль) А. Сымов (Турхан).
50–59 çулхи арçынсенчен Н. Нурсов (Туçа) 2-мĕш вырăна, Т. Давыдов (Турхан) 3-мĕш вырăна тухрĕç.
60 çулран иртнисем хушшинче А.Иванов (Первомайски) палăрчĕ. Аслă Чеменри В. Бахмисовпа И. Михайлов 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсенче.
Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн команди çивĕч кĕрешÿре çĕнтерчĕ. Аслă Чемен ял тăрăхĕ 2-мĕш, Туçа ял тăрăхĕ 3-мĕш вырăнта.
В. АФАНАСЬЕВ..