05 мая 2010 г.
Майăн 3-мĕшĕнче, эрне пуçламăшĕ иккенне пăхмасăр, район администрацийĕн, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрăн, муниципаллă централизациленĕ бухгалтери, казначейство, Патăрьел ял тăрăх ĕçченĕсем йышлăн субботника тухнă. Вĕсем район центрĕнчи палăк-монумент таврашĕнчи типĕ курăка, çÿп-çапа пуçтарнă, монумент йĕри-таврашĕнчи курăк акнă вырăнсене тирпейленĕ. Маларах вара ăна юсаса якатнă, сăрланă. Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе ирттерекен вырăн хатĕр пулса пырать. Хальлĕхе кунта хĕм сапакан çеçкесем çеç çитмеççĕ. Иртен-çÿренĕн вара тирпейлекенсен ĕçне хакламалла, юриех сăтăр тумалла мар. Пурте пĕр çын евĕр тирпейлĕ пулсан çеç Патăрьел чиперленĕ, чечекленĕ.