АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наташа Исаева–конкурс çĕнтерÿçи

05 мая 2010 г.

Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекипе Чăваш Енри социаллă тата культурăллă программăсене хÿтĕлекен фонд йĕркеленипе вĕренекенсем хушшинче “Çĕнтерÿ çинчен” темăпа творчество ĕçĕсен конкурсĕ пулнă. Ăна ачасемпе çамрăксене Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин историне тарăн вĕрентес, ветерансен ятне асра тыттарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Конкурса пирĕн районтан та пултаруллă ачасем хутшăннă. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 5 “а” класри Наташа Исаева 5-8 классем хушшинче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă. Вăл конкурса вăрçă участници Н.Макашина аса илĕвĕсенчен йĕркеленĕ “Вăрçă çинчен каласа паратăп...” творчество ĕçне тăратнă. Конкурс çĕнтерÿçи çакăншăн Диплома тата хаклă парнене илме тивĕçнĕ.

Çак конкурсах маларах асăннă шкулти 8 “а” класра вĕренекен А.Гаврилов та хутшăннă. Андрейăн ĕçне те пысăка хурса хакланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика