АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хир хыпарĕсем

05 мая 2010 г.

Районти икĕ хуçалăх, “Малалла”, “Первомайск”, пĕрчĕллĕ культурăсене акса пĕтернĕ. Ĕнерхи кун тĕлне пурĕ 10115 гектар тĕш тырă никĕсе хывнă.

Кăçал çĕр улми 2200 гектар ытла йышăнмалла, ĕçе 372 гектарта вĕçленĕ. Ленин ячĕллĕ, “Звезда”, “Первомайск”, “Малалла”, “Труд”, “Красное знамя”” “Батыревский”, “Исток”, “Движение” хуçалăхсем лартма тытăннă.

Сухан вăрлăхне 9 хуçалăх, пурĕ 76 гектар, акнă.

Сахăр кăшманне “Исток” хуçалăх 200 гектар никĕсе хывнă.

Кишĕр–2, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр 2 гектар акнă.

Аслă Чеменсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç

Аслă Чемен ял поселенийĕн территорийĕнче Хăй тытăмлăх пуçлăхĕн кунне ирттерчĕç. Унта район пуçлăхĕ Н. Глухов, унăн çумĕ – АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай начальникĕ М. Калмыков, райадминстрацин ытти структура подразделенийĕсен ертÿçисем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен, обществăллă пĕрлешÿсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Мероприяти теми: “Çынсен тĕнче курăмлăхне тата ăс-тăнне хальхи вăхăт ыйтнă пек йĕркелес тĕлĕшпе Аслă Чемен ял поселенийĕ мĕнле ĕçлени тата ку енĕпе хăй тытăмлăхĕсем умĕнче тăракан тĕллевсем”.

Хăй тытăмлăх кунне хутшăнакансем малтан Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче вилнĕ ял-йыша асăнса тăвакан часовня умне пухăнса çĕнĕ аллея никĕслерĕç. Пĕрремĕш йывăçа Н. Глухов лартрĕ (ÿкерчĕкре).

Пленарлă лару культурăпа халăх пултарулăхне аталантаракан центрта иртрĕ. Кунта Аслă Чемен ял тăрăх пуçлăхĕ Г. Медведев хăйсен ĕç опычĕпе, ялсен пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Аслă Чемен ял поселенийĕн территорийĕнче 1300 ытла çын пурăнать. Вăтам шкул, ача сачĕ, тĕслĕх библиотека, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ, лавккасем, “Чемен” ял хуçалăх предприятийĕ пур. Приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ял çыннисем 12 миллион тенкĕ ытла кредит илнĕ. 4 çемьене пурнăç условийĕсене лайăхлатма 600 пин тенкĕлĕх ытла патшалăх пулăшăвĕ панă. Ял поселенийĕнче 10 депутат округĕ, 30 староста. Вĕсем ял-йыша обществăллă пурнăçа активлă явăçтарма, тăван ене аталантарма тăрăшаççĕ.

Хăй тытăмлăх пуçлăхĕн кунне хутшăннисем юлашкинчен “Хунав” ача садне, врач офисне, вăтам шкула çитсе курчĕç, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.

Çавăн пекех ларура ачасен çуллахи канăвне йĕркелес, пушар хăрушсăрлăхĕ туса хурас, ял хуçалăх çĕрĕсемпе тухăçлă усă курас, налук дисциплинине пăхăнас ыйтусене те сÿтсе яврĕç.

(ХАМĂР КОРР).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика