АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватлăхри хисеп

05 мая 2010 г.

Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарас умĕн республика Президенчĕ Н.Федоров Тăван çĕр-шыв вăрçин участникĕсемпе тыл паттăрĕсене юбилейлă медальсем çактарса чыс тунă. Çак сумлă наградăна республика ертÿçин аллинчен илме пирĕн районтан иккĕн тивĕçнĕ. Вĕсенчен пĕри–Алманчăри вăрçă участникĕ Ю.Куцыпин, тепри–Патăрьелĕнчи тыл хастарĕ М.Журавлева. Паян Мария Ивановнăпа вулакансене çывăхрах паллаштарăпăр.

Патăрьелĕнчи Хлебниковсен йăхĕнчен тухнă вăл. Çемьере пиллĕкĕн пĕр тăван пулнă. Ашшĕпе аслă пиччĕшĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Вĕсен иккĕшĕн икĕ тĕрлĕ шăпа. Пиччĕшĕпе пĕр çыру илнĕ хыççăнах çыхăну татăлнă, ашшĕне вара вăрçă пĕтес умĕн тыткăнра наркăмăшлă эрех парса вĕлернĕ.

Вăрçă çулĕсем Мария Ивановнăшăн та çăмăл иртмен. Пĕринчен тепри пĕчĕк ачасем амăшĕпе çеç тăрса юлнă пулин те, вăл хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлама тĕллев тытнă. Çичĕ класс вĕренсе тухнă хыççăн, шăпах вăрçă пуçланнă çул, Патăрьелĕнчи педагогика училищинчен диплом илнĕ. Çамрăк специалист ĕç стажне Ишлĕри шкулта пуçланă, кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Вăл çеç те мар-ха, учительсем çитменрен ăна биологи, географи, истори, математика предмечĕсене вĕрентме те шаннă. 25 çухрăмри аякри шкула вунпĕр çул ĕçлеме çÿренĕ вăл. Учительницăна ачасем те юратнă, коллектив та хисепленĕ.

Мария Ивановна яланах мал ĕмĕтлĕ пулнă. Çавăнпах ĕнтĕ ăна Первомайски районĕнчи парти райкомĕн пропаганда пайĕн пуçлăхĕн çумĕ пулма ĕçлеме куçарсан, куçăмсăр майпа вырăс чĕлхи учительне вĕренме аслă шкула кĕнĕ. Парти системинче виçĕ çул çурă ĕçленĕ хыççăн мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре тăрăшнă . Пурнăç шăпине пула тĕрлĕ шкулсенче ĕçленĕ Мария Ивановна. Сителте те, Пăлапуç Пашъелĕнче те, Сăкăтра та, Тăрăнта та унăн вĕренекенĕсем учительницăна паянхи кунчченех хисеплеççĕ, ун çинчен ырăпа асăнаççĕ.

Ĕçри хастарлăхшăн вăл чăн пĕрремĕш медале вăрçă чарăннă хыççăн тепĕр çулхинех тивĕçнĕ. Учительница ун чухне 22 çулта çеç пулнă. Ун хыççăн тата ытти наградăсем хутшăннă. Нумай пулмасть вара тыл паттăрне “1941-1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул” медале Чăваш Ен Президенчĕн аллинчен илме пÿрнĕ (ÿкерчĕкре чыслав хыççăнхи самант). Ватлăхри хисепшĕн тем пекех савăнать 85 çулхи кинемей. Хăйне çапла чыс тунăшăн тав тăвать. Савăнăçа чăн малтанах мăшăрĕпе, Илья Самойловичпа, ачисемпе, мăнукĕсемпе пайлать. Ачисем тенĕрен, вĕсем пурте аслă пĕлÿллĕ. Елена Ильинична амăшĕн çулне суйласа илнĕ, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта учительницăра ĕçлет, Тамара Ильинична Туçари больницăра хисеплĕ врач, Любовь Ильинична инженер-технолог специальноçне алла илнĕ. Мăнукĕсем те улттăшĕ те аслă пĕлÿллĕ. Кукашшĕпе кукамăшĕ вĕсемшĕн тем пысăкăш пуянлăх, ырă тĕслĕх.

А.Егорова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика