АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллисене палăртрĕç

05 мая 2010 г.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта акăлчан юррисен фестивалĕ иртрĕ. Ăна Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейне тата Вĕрентекен çулталăкне халалланă.

Çĕнтерÿçĕсене палăртма тÿресене çăмăл пулмарĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсенчен Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти Д. Ларевпа К. Кондратьева чăн- чăн артистсем пек юрланипе тĕлĕнтерчĕç. Вĕсем пĕрремĕш пулчĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Петрова–иккĕмĕшĕнче.

Вăтам ушкăнра юрлакансенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Шулаевăна çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕш вырăна çак шкулти Э. Басыровăпа Шăнкăртамри иккĕмĕш вăтам шкулти Д.Купкенова пайларĕç. 3-мĕш вырăна виçĕ ача тивĕçрĕ : Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти В.Алексеева, Нăрваш Шăхалĕнчи К. Митрофанова тата Аслă Чементи вăтам шкулти М. Латышова. Маша юрланăçемĕн “Ассорти” ташă ушкăнĕ музыка композицине пысăк туйăмпа кăтартрĕ.

Аслă ушкăнра Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен А. Абитов пурне те хăйĕн илемлĕ сассипе тыткăнларĕ. Иккĕмĕш вырăнта- Нăрваш Шăхалĕнчен килнĕ Ю. Николаевпа А.Федотова. Çĕньялти вăтам шкулта вĕренекен К. Мадюкова вара виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Фестивале хутшăнакансем акăлчан чĕлхине тата музыкăна ăнланнине лайăх кăтартса пачĕç. Вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Л.Базунова юрăсене куракансем патне илсе çитермеллине, вĕсемпе “пурăнмаллине” палăртрĕ.

Вĕрентÿ пайĕн методисчĕ, акăлчан чĕлхине вĕрентекенсен ертÿçи Г.Багаутдинова мала тухнисене грамотăсем, хутшăнакансене Дипломсем парса чыс турĕ.

Н. КОШЕЛЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика