АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Кашни çынрах хĕвел”

08 мая 2010 г.

Çапла шутлать Кивĕ Катекри Т. Майрина. Пĕрре пăхсан вăл ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть: сахал- и пирĕн хушшăмăрта ĕçре вăр- варрисем, пурнăç пăрнăçĕсен умĕнче пуç усманнисем. Унпа калаçма интереслĕ : анлă тавра курăмлă, хăйĕн, чылай чухне ыттисенчен уйрăм шухăшĕсене шикленмесĕр татса калакан хĕрарăм хисеп туйăмĕ çуратать. Сасси çирĕп çын иккенне систерет. Вăл- дипломлă специалист. Ĕçлеме вара “Чăвашвторчермета” çÿрет. Техник-технолог.

Пиллĕкмĕш теçеткене утăмлакан хĕрарăмăн пултарулăхĕ тĕлĕнтерчĕ мана. Ал ĕç ăсти вăл, канвапа тĕрлĕ тĕрĕ тăвать, художникран пĕрре те кая мар. Стена çумне рамăпа вырнаçтарнăскерсем чĕррĕн курăнаççĕ. Килĕнчи кашни пÿлĕмĕнче тĕрлĕ вĕсем. Ачисем валли илĕртÿллисене ăсталанă. Йытă çурипе, кушакпа çыхăннисене тĕрленĕ. Кухньăра натюрмортсем. Апат- çимĕçĕ алла тытса çимелли евĕр курăнать. Аслисен пÿлĕмĕнче хĕрарăмпа ачасем е тĕрлĕ чĕр чун кĕлеткисем вырăн тупнă.

Темиçе çул çакăнпа интересленет Тамара Николаевна. Мана вара унăн пултарулăхĕпе иртнĕ çулхи март уйăхĕнче паллашма май пулнăччĕ. Хĕрарăм “ Вышиваю крестиком” журнал çырăнса илет. Унта тĕрлĕ конкурс ирттереççĕ. Т. Майрина “Серебряная иголка” текеннине хутшăннăччĕ. Раççейĕпе пĕрремĕш вырăна тухнăччĕ.

-Алă ĕç тăвасси мана аннеренех куçнă. Мĕн тĕрлĕ алса- чăлха çыхман- ши вăл; Атте ир çĕре кĕнĕрен хĕллехи вăрăм каçсене те кĕскетнĕ пулас алă ĕçĕпе. Виçĕ хĕрне питĕ, тутă çÿреттерес тесе пасарта сутса укçа- тенкĕ те тунă. Вăл çыхнă алсасене каярах çынсен аллинче курса тĕлĕнеттĕм. Уяв, çуралнă кунсен ячĕсемпе тăвансене, çывăх çынсене мĕн чухлĕ парнелемен-ши ăшă тытаканскерсене,–ăшшăн аса илет амăшне хĕрĕ. Чи çывăх çынни хăйĕн пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнине çирĕплетет. Ачисене ÿстерме те çăмăл пулнă амăшĕпе. Ун чухне Тамара Николаевна райпора ĕçленĕ. Товароведăн ялан инçе çула каймалла пулнă. Ун чухне лавккасенчи çÿлĕксем мачча таран таварпа тулатчĕç. Мускав, Хусан, Горький, Ульяновск хулисене эрнерен эрнене çÿренĕ. Çурçĕрте çула тухса тепĕр çурçĕре каялла таврăннисем сахал пулман. Укçи те , доверенноçĕ те çумĕнче çÿренĕ.

Райпора ĕçленĕ тусĕсемпе, юлташĕсемпе халĕ те çывăх Т.Майрина. Темиçе çул Анат Туçари куллен кирлĕ таварсем сутакан лавкка заведующинче ĕçленĕ А. Пыркинăна та хăйĕн “чирне” ертнĕ вăл. Вĕтĕ канвапа тĕрлессипе Аля Тамарăран кая юласшăн мар. Хăй пекех маçтăр пултăр тесе ăна “ Вышиваю крестиком” журнала илсе тăмашкăн çырăнтарнă хута парнеленĕ. Патăрьелĕнчи автомашинăсем валли юсав пайĕсем сутакан лавккари М. Платонова сутуçă та ытарма çук хитре тĕрĕсене çывăх çыннисене çуралнă кунсене парнелесе савăнтарать. Рама ăшне вырнаçтарнăскерсем мĕн тери илĕртÿллĕ.

–Вĕçĕ- хĕррисĕр телесериалсемпе вăхăта сая ямастпăр эпир. Телевизора куçпа мар, хăлхапа итлесе пăхатпăр,–теççĕ вĕсем.

Хăй тунă алă ĕçне ÿкерсе юлать Тамара Николаевна. Пĕр альбом пухăннă вăл. Кÿршĕ- аршă, тус- тăван пĕрре мар тытса пăхнă ăна. Анчах йăлăхтармасть вăл. Педагогсен аллине лексен ырă сĕнÿсем те параççĕ. Ÿссе çитĕнекен ăрăва кăтартса тĕлĕнтересшĕн вĕсем. Е район шайĕнче выставка ирттерекен пуçаруçăсене çакнашкал ăстаçăсене шырама пĕлменнишĕн ÿпкелеççĕ.

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест теççĕ. Майринсен хĕрĕ те алă ĕçне ăста. Ун пирки “Советская Чувашия” хаçатра çырнăччĕ.

Пĕррехинче хĕрĕпе амăшĕ канма кайнă. Тамара Николаевна тĕрĕ тĕрлемелли хатĕрсене чикнĕ. Хĕрĕн те çак шухăш пуçран тухман. Лере çитсен пĕр- пĕринчен тĕлĕннĕ, савăнăçĕ те юнашарах пулнă.

Йĕп чикмелли, çĕнĕ çул чăрăшне капăрлатмалли хатĕрсем, вĕтĕ шăрçаран ăсталанă япаласем, чĕнтĕрлесе çыхнă салфеткăсем лавккарисенчен пĕртте кая мар.

Çуллахи вăхăтра алла йĕп сайрарах тытăнать. Çурт хыçĕнче 45 сотăй çĕр Майринсен. Унта мĕн кирлине пурне те çитĕнтереççĕ. Пахчара улма- çырла нумай. Çуркуннерен пуçласа юр лариччен чечекĕсем çеçкере. Теплицăра пахча- çимĕç çитĕнет. Калчине маларах акса ÿстереççĕ. Хĕл каçмалăх пурне те килĕнче хатĕрлеççĕ.Груша, панулми, помидор сокĕсем нумай тăваççĕ.

Сăмах çумне сăмах хушса пине те çитертĕмĕр пулас. Çак хушăра та ахаль лармарĕ Тамара Николаевна. Пĕр çип çумне тепĕрне хутăштарса тĕрлерĕ. Ĕç хатĕрĕсем алă айĕнчех. Пĕр тĕрре тĕрлеме те 60 тĕслĕ çипрен кая мар кирлĕ иккен. Çын курнă тĕрре ÿкерме тăрăшмасть вăл. Интернетри каталога кĕрет.

Çуркуннехи хĕвел шевли чÿречерен кĕрсе сĕтел çине ÿкет. Çавна май тĕрĕ çĕвви витĕр курăнать.Пĕрин çинчи йытăсен çăмĕ алла шутарса сăтăрнăçемĕн йăлтăртатса тăрать. Теприн çинчи янкăр тÿпе шухăша ярать. Виççĕмĕшĕнчи шурă ромашкăсене ывăçа илес килет тата ытти те.

Çемьере тивĕçлипе хаклаççĕ ĕçе. Мăшăрĕ Юрий Фердинантович рамăсем тутарса парать.

А.Астраханцева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика