АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт тĕнчипе туслаштарать

08 мая 2010 г.

Кашни çыннăн вăйлă, чăтăмлă, çирĕп пулмалла. Çак паха енсене аталантарма Çĕнĕ Ахпÿрт шкулĕнчи Николай Александрович Михайлов 30 çул ытла пулăшать, çамрăк ăру сывлăхлă ÿстĕр тесе тăрăшать. Ир те, каç та ун тавра ачасем хĕвĕшеççĕ. Мĕн туртать-ха вĕсене çак учитель патне; Паллах, хоккей вăййи.

Н. Михайлов шкулта 1974 çултанпах хоккей команди йĕркеленĕ. Малтанхи хоккеистсем 1958–1962 çулсенче çуралнă ачасем пулнă. Шкул чысне Н. Аблесов, И. Руссаков, Н. Алемесов, Н. Чернов, Д. Майоров, А. Казаков, В. Михайлов, В. Аблесов, В. Яковлев, В. Филимонов, Ю. Уруков хÿтĕлеме пуçланă.

Икĕ çул хатĕрленсен Çĕнĕ Ахпÿртсем республикăра “Ылтăн шайба” парнине çĕнсе илнĕ. Çăмăл пулман ун чухне район тулашне тухса çÿреме. 1984 çулта Раççей финалĕнче Белорецк хулинче пĕрремĕш вырăн, 1987 çулта Димитровград хулинче иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Малтан вылянă ачасем мăн çынсем ĕнтĕ. Çапах хоккей вăййине пăрахмаççĕ, аслисен командинче выляççĕ. Хăйсен ачисене спорта явăçтараççĕ.

2000 çулта Н. Михайлов çĕнĕ хоккей команди йĕркелерĕ. 4 çул хушшинче команда республикăра малтисен шутне кĕчĕ.

Хоккейсăр пуçне Н. Михайлов армрестлингпа (алă вăйĕ виçесси) туслашма пулăшать. Унăн воспитанникĕсем районта çеç мар, республикăра та палăрма ĕлкĕрчĕç. Г. Бородова республикăра маттуррисен шутĕнче. Е. Синеева, Н. Цыганова алă вăйĕ виçессипе, В. Фомин ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, А. Люкин кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕн ятне илчĕç.

“Нумай чухне эпĕ “йывăр” ачасемпе ĕçлетĕп. Вĕсем çăвара пирус, эрех ан хыпччăр, спортпа туслашчăр тесе тăрăшатăп”– тет Н. Михайлов учитель.

Л. КАЗАКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика