08 мая 2010 г.
Аслă Чемен шкулĕнче вĕренекенсем çÿллĕшне сикессипе ăмăртăва хутшăнчĕç. Малтан 5–7-мĕш классем хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç. 6- мĕш класри А.Семеновăпа М.Мулгачева пĕр метр та 20 сантиметр сиксе пурне те тĕлĕнтерчĕç. Çак класри Т.Сюзюкина- 2-мĕш вырăнта. Арçын ачасем хушшинче çиччĕмĕшсем матуртарах пулчĕç. О. Тарасовпа А. Иванов çĕнтерчĕç. 6-мĕш класра вĕренекен Г. Мулгачев – виççĕмĕш. 8-9 –мĕш классенче вĕренекенсенчен Ф. Япаров, Н. Капитонов тата Н. Зотова мала тухрĕç. В. Никитина, В. Яганов, Е. Кадушкин, Е. Дубинина та куракансене савăнтарчĕç.
Аслисен ăмăртăвне курма çав тери кăсăклă пулчĕ. Районта çуран тата йĕлтĕрпе чупса нумай хутчен малти вырăнсене йышăннă А. Тимошкин (10- мĕш класс) 1 метр та 55 сантиметра парăнтарма пултарчĕ. Республикăра физкультура предмечĕпе олимпиадăра çĕнтернĕ В. Фролов юлташне 5 сантиметр выляса ярса 2-мĕш тухрĕ. А. Медведев виççĕмĕш пулчĕ. Хĕр ачасенчен М. Иванова, О. Бахмисова тата М. Ефремова малти вырăнсене йышăнчĕç. Физкультурăпа вĕрентекен П. Макаров ачасен кăтартăвĕсемпе кăмăллă юлчĕ.
Н. Кошелева.