АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă Çĕнтерÿ чапĕ ĕмĕр-ĕмĕр асра упранĕ

14 мая 2010 г.

Çу уйăхăн 9-мĕшĕ–Çĕнтерÿ кунĕ–пысăк пĕлтерĕшлĕ, чуна çывăх уяв. Кăçал пирĕн халăх ăна 65-мĕш хут паллă турĕ. Вăл çулран-çулах аякка юлса пырать пулин те унăн чапĕ, пĕлтерĕшĕ хăйĕн хакне çухатмасть. Вăрçă хирĕнче пирĕн тăнăç пурнăçшăн пуç хунă, сусăрланса юлнă çынсен ячĕсене эпир ĕмĕр-ĕмĕр асра тытатпăр. Фронтовиксен паттăрлăхне малашне те хамăр чĕрере пархатарлăн упрăпăр. Арканнă çĕр-шыва аталанса кайма пулăшнă тыл ĕçченĕсен умĕнче те яланах пуç тайăпăр.

Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине уявлассине кашни ял тăрăхĕнчех чыслăн, хисеплĕн йĕркеленĕ. Район центрĕнчи митинг та кăмăллă иртрĕ. Çуркуннехи ăшă çанталăк та палăк-монумент умне утакан ватти-вĕттине савăк кăмăл, ырă туйăм парнелерĕ.

Чуна тыткăнлакан вăрçă вăхăтĕнчи кĕвĕ-çемĕпе хисеплĕ ветерансем пĕрин хыççăн тепри палăк умне пуçтарăнчĕç. Шел, вĕсен йышĕ сайралнăçемĕн сайралса пырать. Пĕлтĕрхи уяв кунне вăрçă вутĕнчен тухнисем 168-ăн пулнă, Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине вара 118 фронтовик çеç кĕтсе илейнĕ.

Митинга район пуçлăхĕ Н.Глухов уçрĕ, вăрçă ветеранĕсемпе тыл хастарĕсене, салтак арăмĕсене пысăк пĕлтерĕшлĕ уявпа саламларĕ, пурне те пысăк чăтăмлăхшăн, пĕрлехи вăйпа çывхартнă çĕнтерÿшĕн тав турĕ. Пăлапуç Пашьелĕнчи Алексей Петрович Чернов ветераншăн вара кăçалхи Çĕнтерÿ кунĕ пуринчен те ытларах асра юлĕ. Фронтовика 65 çул хыççăн “Паттăрлăхшăн” медаль шыраса тупнă. Патшалăх наградине илнĕ ятпа саламланă май район пуçлăхĕ Н.Глухов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ В.Лященко фронтовика малашнехи пурнăçра çирĕп сывлăх сунчĕç.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине сакăр пин ытла çын хутшăннă. Вĕсенчен 6034- шĕн шăпи синкерлĕ пулса тухнă.

Митинга хутшăннисене Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ А.Ялуков, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Енилина, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ В.Лященко, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн президенчĕ Л.Кураков академик, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Синеев, Туçа ял тăрăхĕнчи Козловкăра пурăнакан М.Наташкин, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти XI класра вĕренекен Е.Кошкина аслă уявпа саламларĕç. Ăшă салам сăмахĕсем хыççăн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсенчи, професси училищинчи çамрăк армеецсен, Афганистан вăрçине хутшăннă паттăрсен парачĕ пулчĕ.

Юлашкинчен митинга хутшăннă кашни ĕç коллективĕ вăрçăра вилнисене асăнса çутнă ĕмĕрлĕх хĕлхемĕ умĕнче пуç тайрĕ, вĕсене асра тытса чечек кăшăлĕ хучĕ. Аслă Çĕнтерÿ 65 çул çитнине паллă тунă митинга район центрĕнчи 52 организаци-предприятинчен çеç тăватă пин ытла çын кар тухнă. Унсăр пуçне уявра ватти-вĕтти те кăмăлтан савăнчĕ. Çавăн пекех тĕп лапамра вăрçă вăхăтĕнчи хĕç-пăшал куравĕ ĕçлерĕ. Патăрьелĕнчи уявра кĕвĕ-çемĕ мĕн каçченех лăпланмарĕ.

А.Егорова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика