АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансем çăмăллăхсемпе кирлĕ пек усă курччăр

14 мая 2010 г.

Район прокуратури ветерансемпе вĕсен çемйисене саккунпа килĕшÿллĕн социаллă хÿтлĕх памалли йĕркесене мĕнле пурнăçласа пынине час-часах тĕрĕслесе тăрать. Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнă тапхăрта çакнашкал тĕрĕслевсем тата çивĕчленчĕç.

2009 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче “Ветерансем çинчен” Федераллă саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Малашне Тăван çĕр-шыв Аслă вăрçин инваличĕсен, участникĕсен, вилнĕ вăрçă инваличĕсемпе участникĕсен çемйисен хăçан хваттер черетне тăнине пăхмасăрах федераллă бюджетран пĕр хутчен пурăнмалли çурт-йĕрлĕ пулмалли ирĕк пур. Республикăра çак ĕçе вырăнти самоуправлени органĕсем йĕркелесе пыраççĕ.

Тĕрĕслев хăш-пĕр ял поселенийĕсенче Раççей Федерацийĕн Пурăнмалли çурт-йĕр кодексне пăхăнманнине кăтартса пачĕ. Патăрьел ял поселенийĕнче шута илме хирĕçленине туллин тата пур енлĕн никĕслемен. Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕнче заявленисене кирлĕ документсемсĕр йышăнни, Тутар Сăкăтĕнче лару-тăрăва тĕрĕслемесĕр, документсемсĕр учета илни палăрнă. Асăннă ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене малашне çав çитменлĕхсене пĕтерме сĕнсе представленисем ярса панă.

Çавăн пекех район прокуратури инвалидсене социаллă инфраструктура объекчĕсем патне пĕр чăрмавсăр пырса çÿремелли условисем тумалли пирки саккуна мĕнле пăхăннине тăтăшах тĕрĕслесе тăрать. Ку енĕпе Патăрьелĕнче уйрăмах суту-илÿ çурчĕсене кĕрсе тухма ятарлă вырăнсем çук. “Раççей Федерацийĕнче инвалидсене социаллă хÿтлĕх памалли çинчен” калакан саккунпа килĕшÿллĕн районти тĕп больницăра та вăрçă инваличĕсене куçса çÿреме кирлĕ условисем çук. Тĕп больница врачĕ ячĕпе те çитменлĕхсене пĕтерме ыйтса представлени çырнă.

Ю.ФУРАЖНИКОВ,

район прокурорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика