АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хир хыпарĕсем

14 мая 2010 г.

Районти пур ял хуçалăх предприятийĕсенче, пысăк фермер хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ культурăсене, пурĕ 13301 гектар, акса пĕтернĕ.

Хĕл сивĕ килнĕрен кĕрхи культурăсен ытларах пайĕ шăнса пĕтнĕ, çавна май хуçалăхсенче лаптăксене çĕнетеççĕ. 6540 гектартан 5468-шĕнче (83 процент) тĕш тырă вăрлăхне никĕсе хывнă, ыттине пĕр çул ÿсекен курăк акаççĕ е хура пусă вырăнне хăвараççĕ.

Хĕрлĕ чĕкĕнтĕр–32 гектар, кишĕр–10, сухан вăрлăхĕ–84,5, сахăр кăшманĕ 235 гектар акнă. Пахча çимĕçе никĕсе хывасси малалла пырать.

Çĕр улми 2300 гектарта çитĕнмелле, 1596 гектарта ĕçе вĕçленĕ.

Ленин ячĕллĕ, “Красное знамя”, “Труд”, “Первомайск”, “Малалла” хуçалăхсем ÿсен-тăрана тĕрлĕ чир-чĕртен тата хурт-кăпшанкăран хÿтĕлесе хими мелĕсемпе усă курма пуçăннă.

Ленин ячĕллĕ тата “Батыревский” хуçалăхсем çĕр улми йăранĕсене хăпартма тытăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика