АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çÿп-çап хуплать таврана

14 мая 2010 г.

Районти санитарипе эпидемие хирĕçле комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна комисси председателĕ – район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов ертсе пынă.

Ларура халăх пурăнакан вырăнсене таса тытса тăрас, çÿп-çапа санитари саккунлăхĕ хушнă пек пухас, турттарса тухас тата утилизацилес ыйтăва сÿтсе явнă.

Комисси çакна палăртнă: районти ялсенче çÿп-çапа йĕркеллĕ пуçтарас, турттарса тухас, утилизацилес ыйтусене çав-çавах çиелтен пăхаççĕ.

Хальлĕхе 16 ял поселенийĕ ялсене санитари енĕпе тасатмалли схемăсем пирки Роспотребнадзорăн территори пайĕпе килĕшнĕ, анчах та Пăлапуç Пашьел, Ишлĕ, Шăхач ял поселенийĕсем ку ĕçе туман-ха. Схема пуррисем те ăна пурнăçламаççĕ. Ялсенче çÿп-çап пухассине, турттарассине йĕркелемен, каяш тăкмалли вырăнсене тирпейлемен, пыма йĕркеллĕ çул çук. Çавна май çÿп-çапа ăçта килчĕ унта тăкаççĕ.

2009 çулта Патăрьел, Туçа, Сăкăт ял поселенийĕсене планпа тĕрĕсленĕ чухне санитари саккунлăхне чылай пăснине палăртнă. Вĕсем çын сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Патăрьел ял поселенийĕн территорийĕнче Кепе çырми тăрăх тирпейсĕрлĕх хуçаланать.

“Уют”, “Водоканал” компанисем нумай хваттерлĕ çуртсем патĕнчен çÿп-çап илсе тухмалли йĕркене туллин пурнăçламаççĕ, хăш-пĕр çуртсем патĕнче çÿп-çап контейнерĕсем çук.

Туçа ял поселенийĕнчи Козловка-Пăлакасси, Кивĕ Ахпÿрт, Туçа, Вăтаел, Анат Туçа, Тутар Тимеш ялĕсенчи çÿп-çап вырăнĕсене йĕркене кĕртмен.

Сăкăт ял поселенийĕнче Шăнкăртам çырмине нумай çĕрте çÿп-çаппа вараланă.

Районта “Полигон” пĕрлешÿ пур. Анчах та çÿп-çапа, каяша кирлĕ пек вырнаçтарас енĕпе унăн лицензи çук.

Комисси сÿтсе явнă ыйтупа тивĕçлĕ йышăну кăларнă. Çÿлерех асăннă ял поселенийĕсен, организацисен ертÿçисене çитменлĕхсене хăвăртрах пĕтерме сĕннĕ.

А. Алексеев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика