14 мая 2010 г.
Кăçалхи апрелĕн 27–28-мĕшĕнче çĕрле Патăрьелĕнчи И. И. Богданов хуçалăхĕнче пушар тухнă. Ăна пула пурăнмалли çурт кĕлленнĕ, хуçи те пурнăçран уйрăлнă.
Районсем хушшинчи следстви пайĕ тĕрĕсленĕ тăрăх, пушар сăлтавĕ – сигарет туртнă чухне асăрханусăр пулни: хуçа сигаретне сÿнтермесĕр хăварнă. Криминал таврашĕ çук.
Вут-кăвар енĕпе сыхă пулни хамăршăн лайăх. Çакна асра тытасчĕ.
В. ЗАЙЦЕВ,
Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн аслă следователĕ