АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăваплă ĕçе хастар хутшăнар

19 мая 2010 г.

Районти тĕп библиотекăра майăн 1-30-мĕшĕсенче вулав çуртне кĕнеке парнелемелли мероприяти йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Вăл кăçал та хастар иртĕ. “Библиотекăна кĕнеке парнеле” акцие районти вулакансем çеç мар, аякри хăнасем те хутшăнаççĕ.

Хальхинче сăваплă ĕçе пуçлаканĕ Треньел чăвашĕ, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи поэт Галка Ваçлейĕ (Василий Григорьевич Галкин) пулнă. Сăмах ăсти вулавăша кăçал çеç пичетлесе кăларнă “Тивлет” кĕнекине парнеленĕ. Кунта авторăн тĕрлĕ çулсенче çырнă сăввисем, поэмисем, статйисем кĕнĕ.

Çак кунсенчех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 5”а” класра вĕренекен Аня Петрова çемье библиотекинчен вун сакăр кĕнеке парнеленĕ. Унăн ырă тĕслĕхĕ ыттисене те пуçарулăх кăтартма май парĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика