19 мая 2010 г.
Сăкăтра хисеплĕ те кăтартуллă çемьесем сахал мар. Вĕсенчен пĕри–Глуховсем. Тăватă ăру пĕрле туслăн пурăннă вĕсем. Мăн аслашшĕ– Петр Николаевич, Тăван çĕр-шыв Аслă вăрçин инваличĕ, Христиния Арсентьевна мăн асламăшĕ, Александр Петрович аслашшĕпе Лилия Ивановна асламăшĕ, Олег Александровичпа Антонина Александровна тата вĕсен виçĕ ачи.
Çамрăк çемье пуçлăхĕ “Россельхозцентр” федераллă патшалăх учрежденийĕн районти уйрăмĕн начальникĕ, мăшăрĕ–ялти вăтам шкул директорĕн çумĕ. Ачисем пурте аслă пĕлÿллĕ. Вĕсенчен Денис Олегович наука тĕнчине суйласа илнĕ. Кăçалхи ака уйăхĕнче çирĕм çичĕ çулхи çамрăк экономика наукисен кандидачĕн диссертацине хÿтĕленĕ.