АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр ыйтăвĕпе–канашлу

19 мая 2010 г.

Районта Патăрьелпе Улатăра çыхăнтаракан çула тăвас ыйтупа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ–Чăваш Республикин хула тăвас ĕç тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министрĕ А.Гончаров хăйĕн çумĕпе А.Лепилинпа пулнă. Канашлăва “Чăваш Республикинчи автомобильсен çул-йĕр управленийĕ” учреждени директорĕ В.Атрохов, “Чулхула–Уфа Федераллă çул-йĕр агенствин автомобиль магистралĕн управленийĕ” учреждени начальникĕ Н.Кочков, “Чувашавтодор” уçă акционерла пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ В.Осипов, Патăрьел тата Улатăр районĕсен пуçлăхĕсем Н.Глуховпа А.Блашенков, Чăваш Республикинчи çут çанталăк ресурсĕн тата экологи министерствин, Федераллă агентствăн территори управленийĕн Чăваш Республикинчи патшалăх пурлăх управленийĕн представителĕсем тата ыттисем те хутшăннă. Канашлу “Калинино– Патăрьел–Елчĕк– Аслă Чемен– Шăмăршă–Суйкăн Алтышево” автоçула тăвасси тавра пулнă. Çул вăрăмĕшĕ 15,8 çухрăм, смета хакĕ 287581 пин тенкĕ пулать. Обьекта 1,5 çулта хута яма палăртнă. Ку çул Патăрьелпе Улатăра çыхăнтарать, федераллă автоçулăн линине уçма, автоçул тăвассипе тимлекен предприятисен потенциалне упрама май парать. Унăн пĕлтерĕшĕ республикăшăн та пысăк. Канашлура малтанхи вăхăтра татса памалли ыйтусене сÿтсе явнă.

А.Гончаров Республика кунĕнче хута яма палăртнă строительство обьекчĕсене çитсе курнă, пур çĕрте те подрядчиксем ĕçе вăхăтра вĕçлессине пĕлтернĕ.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика