19 мая 2010 г.
Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕнче Шупашкарта çулленех иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль çĕнтерÿçисене чысланă.
“Чи лайăх илемлĕ фильмшăн” гран-прие Вера Сторожева режиссерăн “Скоро весна” (Раççей) ĕçĕ илнĕ.
“Чи лайăх режиссура” ята “Бубен, барабан” ĕç (режиссерĕ Алексей Мизгирев) тивĕçнĕ.
“Чи лайăх сценари” ят вара – “День зверя” (Раççей) фильмăн. Унăн авторĕ – Михаил Коновальчук.
“Чи лайăх оператор ĕçĕшĕн” парнене Вера Глаголевăн “Одна война” кинолентине ÿкернĕ Руслан Герасименков тивĕçнĕ.
“Арçын рольне чи лайăх калăплакан” ята “Улыбка бога, или Чисто одесская история” фильмра вылянă (режиссерĕ Владимир Алеников, Раççей) Иван Жидкова панă.
“Хĕрарăм сăнарне чи лайăх калăплакан” енĕпе “Бубен, барабан” (режиссерĕ Алексей Мизгирев, Раççей) фильмри Наталья Негодăна çитекенни пулман.
“Иккĕмĕш планри роле калăпланăшăн” (“Сынок” фильм, режиссерĕ Лариса Садилова, Раççей) Олег Фроленков палăрнă.
ЧР Президенчĕн ятарлă парнине–“Киноискусствăра патриотлăхпа гражданлăх темине çутатнăшăн” (100 пин тенкĕ) – “Семья” фильм (режиссерĕ Марат Сарулу, Раççей, Казахстан, Германи, Франци) тивĕçнĕ.
А. ИВАНОВ.