АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллевлĕ ыйтусене сÿтсе явнă

19 мая 2010 г.

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен черетлĕ канашлăвĕнче иртнĕ эрнери ĕç-хĕле пăхса тухнă, малашнехи тĕллевлĕ ыйтусене сÿтсе явнă. Пĕлтерĕшлисенчен пĕри–район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ. Халăх шаннă çынсем малашлăха валли 2010–2012 çулсенче районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕ, 2010–2015 çулсенче электороэнергие перекетлесси, 2010–2020 çулсенче районта биотехнологие аталантарас пирки тĕллевлĕ программăсем йышăннă, район Уставне улшăнусем кĕртнĕ, районти вĕрентÿ учрежденисене реорганизацилес пирки тата ыттине те пăхса тухнă.

Хальхи вăхăтра районта Республика кунне хатĕрленсе “Хĕвеллĕ” уçланкăра, çак кун хута каймалли строительство объекчĕсенче хĕрÿ ĕçсем пыраççĕ.

Планеркăра ачасен çуллахи канăвне ăнăçлă йĕркелес, шыв çинчи йĕркесене, пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнас тата ытти ыйтусене те çивĕчлетнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика