АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çÿп-çап вырăнĕ тирпейлĕ пултăр

19 мая 2010 г.

Район прокуратури Ишлĕ тата Пăлапуç Пашьел ял поселенийĕсенче йăларан тухакан каяшсене тăкнă чухне çутçанталăка сыхламаллине тата санитари законодательствисене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ, хăш-пĕр çитменлĕхсене тупса палăртнă.

Пăлапуç Пашьел ял вĕçĕнче çÿп-çап тăкмалли ятарлă вырăн пур пулин те кунта санитари законодательствине пăхăнмаççĕ. Ăна карта тытса çавăрман, унта пыракан çул та кирлĕ пек мар. Ял тăрăхĕ йывăçсем лартас ыйтупа та ĕçлемест.

Çакнашкал çитменлĕхсенех Ишлĕ çывăхĕнчи çÿп-çап тăкмалли вырăнта та тупса палăртнă. Çутçанталăка сыхламаншăн тата санитари законодательствисене пăхăнманшăн Раççей Федерацийĕн Административлă право Кодексĕн 6.3 статйипе килĕшÿллĕн Пăлапуç Пашьел ял поселенийĕн пуçлăхне В.Никитина, Ишлĕ ял поселенийĕн пуçлăхне Л.Юркинăна штраф панă.

Ю.ФУРАЖНИКОВ,

район прокурорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика