АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлекене вăхăтра, кирлĕ пек тÿлемелле

19 мая 2010 г.

Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕн 136 статйин 6-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн ĕçлекене çирĕплетнĕ кунсенче уйăхне икĕ хутчен тÿлемелле. Район прокуратурипе налук службин ĕçченĕсем йĕркеленĕ пĕрлехи рейд вăхăтĕнче Шăнкăртамри М.Самарин индивидуаллă предприниматель РФ Ĕç кодексне пăхăнманнине тупса палăртнă. Унсăр пуçне предприниматель “Вăтам ĕç укçи çинчен” калакан Федераллă саккунти улшăнупа килĕшÿллĕн 4330 тенкĕ мар,3780 тенкĕ çеç тÿленĕ. Çакă йĕркене пăсни пулать.

Ĕç кодексĕн 303 тата 309 статйисемпе килĕшÿллĕн суту-илÿ павильонĕнче ĕçлекенсемпе килĕшÿ туман, ĕçе илни çинчен ĕç кĕнекинче палăртман, тĕрлĕрен страхлакан взноссене тÿлемеççĕ, ĕç стажĕпе шалăвĕ пирки Пенси фондне парса тăмаççĕ.

Тĕрĕслев итогĕпе прокурор РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн 5.27 статйин 1-мĕш пайĕпе ĕç пуçарнă, ăна пăхса тухма ЧР Патшалăх ĕç инспекцине панă. Индивидуаллă предпринимателе Ĕç кодексне пăхăнманшăн штраф тÿлеттернĕ.

В.ПУТЯКОВ,

прокурорăн аслă пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика