19 мая 2010 г.
Уяв шкул ачисен парачĕпе пуçланчĕ. Пĕр тикĕссĕн утаканскерсене, уçă саспа юрă шăрантараканскерсене пăхма питĕ кăмăллă пулчĕ.
В.Сеприхановпа А.Кузнецова ертсе пыракансем уява “День Победы” юррăн çеммипе пуçларĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Перепелкин кĕскен ентешсен вăрçă çулĕнчи хастарлăхĕпе, паттăрлăхĕпе паллаштарчĕ.
Ветерансене район пуçлăхĕн ячĕпе районти чрезвычайлă лару-тăру комитечĕн ертÿçи Г.Каллин саламларĕ, канлĕ ватлăх, телей сунчĕ. Çавăн пекех ветерансемпе салтак арăмĕсене, вĕсен ачисене “Тойси” тулли мар яваплă общество ертÿçи Г.Рубцов, “Звезда” ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи В.Кузнецов, Туçа шкулĕн попечитель совечĕн ертÿçи В.Салмин, район Пухăвĕн депутачĕ, Патăрьел райпо председателĕ П.Перепелкин саламларĕç.
Аслă Çĕнтерÿ кунне çывхартассишĕн ялта ырми-канми тăрăшнисен ячĕпе О.Салмина, ветерансен ячĕпе М.Гисметдинов учитель-ветеран сăмах илчĕç. Уява Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ, Афганистан вут-çулăмĕ витĕр тухнă В.Кузнецов, А.Мулюков, В.Табаков та хутшăнчĕç.
А.КУЗНЕЦОВА.