АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ урамсем ялкăшĕç çутăпа

19 мая 2010 г.

Электричество çыннăн пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Вăл сÿнсенех хыпăнса ÿкетпĕр, кÿршĕ-аршăн пурри-çуккипе кăсăкланатпăр. Япала çумалла е якатмалла, хăма çуртармалла е шăтăк шăтăрмалла–пур çĕрте те электричество кирлĕ, унсăрăн алăсăр-урасăр пекех. Иртнĕ ĕмĕрĕн варринче те çутăсăрах пурăннинне шухăшласан чăннипех те тĕлĕнмелле пек туйăнать. Пĕрремĕш хут электричествăпа усă курма тытăнсан этем мĕнле савăннине аслă çултисенчен ыйтса пĕлсен кăна.

Районта чи малтан электроçутăпа усă куракансем “Гвардеец” колхозра пурăнакансем пулнă теççĕ. Кунта 1947 çулхи ноябрь уйăхĕ тĕлне ăшă электростанцине хута янă, унăн хăвачĕ 35 киловатт пулнă. Çуртсене çутă çитерме çак тăрăхра çуралса ÿснĕ, Ленинградра инженерта ĕçленĕ Николай Сергеев пулăшнă. Вăхăт иртнĕçем, 1960 çулсенче, районти пур ялта та электричество пулнă. Апла пулин те çутă ыйтăвĕ паян та çивĕч.

Самана таппи улшăннă май ялсем те çĕнелсе пыраççĕ, урамсем хутшăнаççĕ. Çавна май районта çулленех çуртсене электричество çитерессине сахал мар тимлĕх уйăраççĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ 2009 çулхи декабрь уйăхĕнче “Чăваш Республикинчи çĕнĕ урамсене электрификацилессине хăвăртлатасси” хушăвĕпе килĕшÿллĕн районти 12 ял тăрăхĕнчи 19 урама çутă çитерме, электролинисене 18,72 çухрăм юсама, 14 трансформатор подстанцийĕсене лартма йышăннă. Çĕнĕ урамсене электрификацилеме 29,4 миллион тенкĕ тăкаклама палăртнă.

Кăçал Кĕçĕн Патăрьелĕнчи, Тутар Сăкăтĕнчи, Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи, Турханти, Еншикри, Шăнкăртамри, Сителти, Пикшикри, Аслă Чементи, Упамсари, Кивĕ Ахпÿртри, Туçари, Пăлакассинчи, Нăрваш Шăхалĕнчи, Ыхра Çырминчи, Алманчăри, Первомайскинчи урамсене çутăпа тивĕçтермелле. Майăн пиллĕкмĕшĕ тĕлне 19 проектпа смета документацийĕ хатĕрленĕ, кирлĕ вырăнсене çитернĕ.

Чăваш Республикин Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн, çÿлерех палăртнă ĕçсемсĕр пуçне тата нумай пулмасть хута кайнă 189 çуртра та электричествăпа усă курма тытăнĕç.

Ялсенчи çĕнĕ урамсене çутă кĕртессипе çулсерен ытларах тăрăшни сисĕнет. 2009 çулта Кзыл-Камышри тата Шăнкăртамри çĕнĕ урамсене электрификациленĕ, 6,8 çухрăм тăршшĕ электролинисене юсанă, 7 трансформатор лартнă. Кăçалхи тĕллевсем тата та пысăкрах, апла пулсан урамсем те çутăрах пулĕç.

О.ПАВЛОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика