19 мая 2010 г.
Шăранать телеэкранра чăваш юрăçин илемлĕ кĕвви. Клавдия Федоровна пĕр хутчен çеç илтмен ăна, анчах кашнинчех куçне саппун аркипе вăрттăн шăлса иле- иле тата тимлĕрех итлеме тăрăшать. Телевизор умне ларса хăйĕн пурнăçне юрă сăмахĕсемпе танлаштарма тытăнать:
...Мĕнле пурăнмаллине,
Пурнăç тути- масине
Хĕрĕх урлă каçсан тин,
Ав, пуçлатпăр чухлама.
Эх, пурнăç, пурнăç... Хĕрĕхченех унăн тути –масине астивме тÿр килнĕ Клавдин. Вăрçă умĕн те пылаках пулман ял çыннин пурнăçĕ. Ватти те, çамрăкки те хĕвелпе тăрса вăл анса ларичченех уй- хирте тар юхтарнă, тыр пул ÿстернĕ, çитĕнтернĕ. Нимĕç вăрă- хурахĕ тапăнса кĕрсен пурнăçĕ татах та йывăрланчĕ. Вăрçă шавĕ инçетре кĕрлерĕ пулсан та, унăн вĕри хумĕ Чăваш çĕр-шывне те çитсе пĕçертрĕ.Çитменнине тата тин çеç 20 урлă каçнă хĕрупраçа та салтака кайма хут пачĕç. Чăваш Ишек хĕрне Клавдие ял- йышпа сыв пулашса вăрçăн инçе çулне тухма тиврĕ. Вăл çул Шупашкарпа Мускав урлă блокадăри Ленинграда çити тăсăлчĕ.
Пурнăç çулĕ... Хăй куçĕпе курса, хăйĕн урипе виçсе тухрĕ Ладога урлă хывнă пĕр çулне Клавди. Декабрь уйăхĕ сивĕ тăчĕ. Çурçĕр çилĕ вĕрет. Çапах та тăсăлакан салтак колоннисем шав малалла- блокадăри хула еннелле талпăнаççĕ. Хирĕç хĕрлĕ хĕреслĕ машинăсем, лаша лавĕсем килеççĕ, çуран салтаксем утаççĕ. Акă, часах самолетсен сассисем хăлхасене хуплаççĕ. Кÿлĕ çинчи зениткăсем урса кайса пеме тытăнаççĕ. Тревога! Чăл- пар сапаланаççĕ хĕрачасем, юр ăшне пытанма хăтланаççĕ. Бомбăсем ÿксе çурăлаççĕ. Самолетсем вĕçсе кайсан тин тавралăх шăпланать.Каллех малалла. Шăннă çын тата та хăвăртрах ывăнать пулас çав: никам çине пăхмасăрах çул çине тĕшĕрĕлсе анас килет, тем тесен те малалла утма вăй çук пек туйăнать.
– Малалла! – илтĕнет команда.
Сивĕ Ленинград хура питпе кĕтсе илнĕ пынисене. Хула урамĕсем юрпа тулса ларнă, ниçта та çутă çук. Хĕрачасене сивĕ казармăна вырнаçтарнă. Çав кунах тревогăпа çĕкленĕ вĕсене. Çавăнтанпа блокадăри хула тÿпине аэростатсемпе хÿтĕлекен хĕр- салтаксен кунне- çĕрне пăхмасăр хурал тăма тивнĕ.
–Блокада мĕн иккенне хам куçпа курман пулсан, унти хăрушă пурнăçа тем тесен те ĕненмен пулăттăм,–ассăн сывласа каласа парать Клавдия Федоровна.
–Пуçтарма ĕлкĕреймен вилесем урамра выртнисем, аран- аран утакан çынсем пĕчĕк çунасемпе вилесене туртнисем халĕ те куç умĕнчен каймаççĕ.
Блокадăри хăрушă 900 куна чăтса ирттернисем малашлăх çинчен шутланă. 1944 çулăн январь уйăхĕнче пирĕн çарсем блокадăна татнă, хулапа çĕр- шыв хушшинчи чугун çулсен çыхăнăвне йĕркеленĕ.Çапах та ирсĕр тăшман хула çине тупăсенчен вăйлă персе тăнă, самолетсем вĕçсе килсе бомбăсем пăрахнă. Çавăнпах хĕрсен аэростачĕсем кунĕн- çĕрĕн хула çийĕн хуралта пулнă. 1944 çул та çитнĕ. Часах пирĕн çарсем наступление куçнă. Новгородпа Ленинград патĕнчи нимĕçсене çапса çĕмĕрнĕ те анăçалла васканă. Хĕрсемшĕн вăрçă вĕçленнĕ.
Тата икĕ уйăхран, çуллахи шăрăх кун, тăван яла çитнĕ çар тумтирĕ тăхăннă хĕр. Паттăрлăх паллисем, вăл шутра “Ленинграда хÿтĕленĕшĕн” медаль те ялкăшнă унăн гимнастерки çинче. Мирлĕ ĕçе пуçăннă. Тепĕр çултан кÿршĕри Кĕçĕн Çĕрпÿел каччипе Данил Григорьевпа паллашнă.
Данилăн салтак пурнăçĕ 1939 çултах пуçланнă. Бобруйск хулинче кĕтсе илнĕ вăл хăрушă куна. Тăтăшах каялла чакма тивнĕ. Çапăçусемпе, çухатусемпе Атăл çине çитнĕ. Сталинград патĕнчи хаяр çапăçусене хутшăнма тивнĕ паттăр артиллеристăн. Унка татса малалла хăваланă нимĕçсене. Иранра та пулнă вăл, мĕн вăрçă пĕтичченех кунта хамăр çĕр- шыв интересĕсене хÿтĕленĕ. Виçĕ хутчен амантнă ăна вăрçă хирĕнче. Орденпа медальсем илме тивĕç пулнă. Вăрçă хыççăн 1978 çултан мĕн пенсие тухичченех шкулта математика учителĕ пулса ĕçленĕ.
Ача-пăчаран пуян Григорьевсем, пиллĕкĕн вĕсем. Тĕп килте Ваньăпа арăмĕ пурăнаççĕ.Сăмах май каласан, ачасенчен виççĕшĕ- аслă, иккĕшĕ ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ: икĕ учитель, пĕр ветврач тата пĕр зоотехник.
–Нумай куртăмăр пурнăçра. Хурине те , шуррине те. Чăнах та, сарлака иккен ĕмĕр сакки. Çапах та ахаль ним тĕллевсĕр ирттермерĕмĕр хамăр пурнăçа. Анчах ĕмĕрĕ кĕске,–паллă юрăри йĕркесене аса илсе ăсатса ячĕ пире вăрçăпа ĕç ветеранĕ Клавдия Федоровна Григорьева.
Н. АФАНАСЬЕВ.