19 мая 2010 г.
Туçари вăтам шкулта хĕрсех Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене хатĕрленеççĕ. Чылайăшĕ экзамен умĕнхи тĕрĕслев витĕр тухма та ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ. Тăххăрмĕшсемпе вунпĕрмĕшсем стена çумне хĕрÿ тапхăрччен миçе кун юлнине çырса хунă кунсене пăлханса шутлаççĕ.
Икĕ çул каялла çав кунсене Надежда Николаевнăпа Сергей Владимирович Осиповсен аслă ывăлĕ Дима (ÿкерчĕкрĕ) та хумханса кĕтнĕ. Халĕ вăл Рязаньти сывлăш-çар институчĕн курсанчĕ. Кунсерен тренировка, чупу, хул-çурăма тĕреклетмелли хусканусем... Мĕн пĕчĕкренпех Дима çар çыннисене кăмăллатчĕ. Çар тивĕçне пурнăçласа килекенсене тĕмсĕлсе пăхатчĕ. Сенкер экранпа кăтартакан “Служу Отчизне!”, “Военная программа” евĕр передачăсене кăмăллатчĕ. Куккăшĕн çар тумĕсене миçе хутчен тăхăнса пăхман-ши тата! Аслă классенче вара хăйĕн умне тĕллев лартнă–çар çынни пулатăп. Шкултах спортпа туслă пулнăран вăл енĕпе экзаменсене пама йывăрах пулман курăнать. Пĕлĕвне лайăх паллăсемпе хакланă хыççăн вĕренме кĕнĕ.
Кăçал вара Дима Осипов юлташĕсемпе пĕрле Мускавра Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халалланă парада хутшăнма чыс çĕнсе илнĕ. Уйăха яхăн хатĕрленÿ пычĕ пулин те яшсем пăлханнă. Шаннине тÿрре кăларма тăрăшнă. “Мускавра иртекен парада лекетĕп тесе нихăçан та шухăшлама пултарайман. Унта хутшăнни мана малашне те тăрăшса вĕренме хавхалану кÿрĕ”,–тет Дима.
Çакă вара Туçа шкулĕшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те пысăк чыс. Вĕсем вĕрентсе кăларнă ачасем пур çĕрте те маттур, пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ.
А.КУЗНЕЦОВА,
ял библиотекин ертÿçи.