АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеш-çыравçăн çĕнĕ кĕнеки

19 мая 2010 г.

Районти тĕп библиотекăра Е. Турхан çыравçăн “Ăçта эсĕ, юратăвăм;” кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Çĕнĕ кĕнекепе паллашса ăна хак парас, авторпа тĕл пулса калаçас тĕллевпе вулавăша районти “Мехел” литпĕрлешÿ членĕсем, прозăпа поэзине юратакансем йышлăн пухăнчĕç. Асăннă мероприятие йĕркелесе ертсе пыраканĕ библиотека ĕçченĕ Н. Мазякова пулчĕ.

Е. Турхан пултарулăхĕпе “Хыпар” хаçат корреспонденчĕ Н. Ларионов паллаштарчĕ. Евгений Андреевича Юхмапа Пăла тăрăхĕнче литературăна кăмăллакансем çеç мар, район хаçачĕн аслăрах вулаканĕсем те лайăх пĕлеççĕ. Вăл 1950 çулта Елчĕк районĕнче çуралнă. 10 çулта чухне çемье Патăрьелне куçса килнĕ. 1976 çулта Е. Турхан “Авангард” хаçат редакцийĕнче ĕçлеме пуçлать, корреспондент, пай пуçлăхĕ, редактор çумĕ пулса вăй хурать. 1994 çулта Тутарстанра чăвашла тухакан “Сăвар” хаçата йĕркелеме хутшăнать, унта ĕçлеме куçать. Хальхи вăхăтра – “Казанские ведомости” хаçатăн яваплă секретарĕ. Унăн 1985 çулта “Пăла таврашĕнче” ятпа пичетленсе тухнă пĕрремĕш кĕнеки Митта Ваçлейĕн премине тивĕçнĕ. Вырăсла кĕнекисем – “Тайна обелиска” (1999 çул), “Последний эльтебер” (2001 çул) Хусанта кун çути курнă. Евгений Андреевич Турхан – прозăра та, поэзире те, чăвашла та, вырăсла та паха ĕçлекен çыравçă, унăн хайлавĕсем тутарла та пичетленеççĕ. “Ăçта эсĕ, юратăвăм;” кĕнекене тĕрлĕ вăхăтра çырнă поэма, повесть, сăвăсем кĕнĕ.

–Хамăр йăхран эпĕ улттăмĕш çыравçă, – пĕлтерчĕ автор. – Вулакансем Турхан Хĕветĕрне, Яккăвне, Энтрине, Григорий Келие (унăн амăшĕпе ман асатте пĕр тăван) пĕлеççех ĕнтĕ. 2000 çултанпа Тутарстан писателĕсен союзĕнче эпĕ. “Последний эльтебер” роман-трилогин пĕрремĕш пайĕ, хальхи вăхăтра иккĕмĕш пайне (“Сын эльтебера”) çырса пĕтерсе пыратăп.

Тĕл пулура Е. Турханăн “Ăçта эсĕ, юратăвăм;” çĕнĕ кĕнекине тишкерсе Я.Степанов (Первомайски), П.Семенов (Красномайски), В. Волков (Алманчă) литпĕрлешÿ членĕсем калаçрĕç, хайлавсене лайăх хак пачĕç.

С. ПЕРЕПЕЛКИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика