19 мая 2010 г.
Аслă Чемен ял тăрăхĕнче нумай паллă спортсмен çуралса ÿснĕ. Вĕсенчен пĕри– спорт мастерĕ, Пĕтĕм тĕнчери марафон чупăвĕн çĕнтерÿçи Н.Туптова. Спортăн пĕрремĕш утăмĕсене тума ăна Г.Медведев физкультура учителĕ пулăшнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех курăк çинче хоккейла выляса Раççей чемпионки пулса тăнă Надя, спорт мастерĕн кандидачĕн нормине тултарнă. Çамрăк хĕр Олимп резервĕн училищинче, Чăваш ял хуçалăх академийĕнче вĕреннĕ. Виçĕ çул шут ĕçĕнче тăрăшнă хыççăн каллех пысăк спорта таврăннă, марафон чупассипе тренировкăсем пуçланă. Тĕнчипе паллă спортсменка, Олимп вăййисен чемпионĕ В.Егорова Надьăра пысăк пуласлăх курнă. Пĕрремĕш пысăк çитĕнÿ Н.Туптова патне 2007 çулта, Испанире килнĕ. 42 çухрăм та 195 метр чупса Надя иккĕмĕш вырăн йышăннă. Унтан АПШри Маями хулинче каллех иккĕмĕш тухнă. Лас Вегасра тата Солт Лейк Ситире вара паллă эфиопкăсене, кенийкăсене кая хăварса Чемен хĕрĕ çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Кăçал та кĕркуннехи марафона хутшăнасшăн пултаруллă хĕр.
Тăван ялта Н.Туптова ячĕпе ирттернĕ çăмăл атлетсен ăмăртăвне халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Паллă спортсменка пурне те ăнăçу суннă хыççăн “Хунав” ача садне çÿрекенсем ăмăртрĕç. Таня тата Данил Миронскийсем финиша малтан тухрĕç. Кĕçĕн классенче вĕренекенсенчен В.Медведев, С.Макаров, А.Семенова тата О.Михайлова çĕнтерчĕç. Вăтам классенче ăс пухакансенчен В.Дубинин, А.Тарасов, А.Семенова, М.Самделова, Ф.Япаров чи лайăх вăхăт кăтартрĕç. Аслисем хушшинче, кĕтнĕ пекех, çивĕч кĕрешÿ пулчĕ. В.Фролов пĕрле вĕренекен А.Абрамова кăшт çеç каярах хăварса мала тухрĕ. О.Михайлов– виççĕмĕш. Хĕр ачасенчен, яланхи пекех, М.Макарова ыттисене чылай кая хăварчĕ. М.Тарасовăпа И.Миронская финиша ун хыççăн чупса çитрĕç. Малалла ăмăртăва тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухакансем тăсрĕç. Э.Фролов, Е.Сюзюкина, Г.Фролова, О.Васильева, Г.Капитонова, М.Медведева, С.Михайлова, А.Васильева, В.Семенов, В.Сидуков, В.Бахмисов ыттисенчен вăйлăрах пулнине кăтартрĕç.
Çĕнтерÿçÿсем валли спортсменка грамотăсем, медальсем, парнесем хатĕрленĕ. Чи активлă хутшăнакан классене, организацисене торт тивĕçрĕ. Шкулти чи вăйлă спортсменсем–В.Фролов, М.Макарова, Ф.Япаров тата М.Самделова–чемпионка аллинчен кĕсье телефонĕ илме тивĕçрĕç.