22 мая 2010 г.
Район администрацийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ хĕрÿ иртнĕ. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, комисси председателĕ Р. Селиванов çул çитмен ачасене тивĕçлĕ воспитани парас ыйтăва питĕ çивĕчлетнĕ. Калаçу Хирти Пикшикри вăтам шкулта вĕренекен пилĕк арçын ачан хура ĕçĕ тавра пынă. Вĕсенчен чи кĕçĕнни улттăмĕш класра вĕренет, ыттисем – вуннăмĕшсем. Çак каç мĕн çыхăнтарса пĕрлештернĕ, кайран преступлени тума пулăшнă-ха вĕсене; Улттăмĕш класра вĕренекен пĕр ача çăмăл автомашина туянас шутпа ашшĕ-амăшĕнчен пилĕк пин тенкĕ укçа вăрттăн илсе тухса кайнă. Чăнах та ăна ниçта та расхутламан, машина туяннă. Пысăк тавара “çума” вара ытти юлташĕсене пуçтарнă. Сăмакун ĕçсе минренĕскерсем таçта та пырса тухнă. Юлашкинчен тепĕр çăмăл автомашинăна та “салтăнтарнă”. Çапла вара милици сотрудникĕсен ашшĕ-амăшĕ ачисене тивĕçлĕ воспитани паманшăн çеç мар, ют пурлăха вăрланăшăн та протокол çырма тивнĕ. Халĕ çын хыççăн кайса çак çул çине тăнăшăн хăшĕ-пĕри ÿкĕнет те, анчах таса ята тавăрма хĕн.