АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бюджет пысăкланать

22 мая 2010 г.

Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн черетлĕ çирĕм саккăрмĕш сессийĕ ĕçлерĕ.

Унта пăхса тухнă тĕп ыйтусенчен пĕри – “Чăваш Республикин “Чăваш Республикин 2010 тата планпа пăхнă 2011, 2012 çулсен бюджечĕ çинчен” саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен” саккуна йышăнни.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Николай Смирнов палăртнă тăрăх, республика бюджетне кăçал улшăнусем иккĕмĕш хут кĕртеççĕ. Çавна май вăл 5 млрд тенке яхăнах пысăкланать.

Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ тытăма патшалăх енчен пулăшасси чылай лайăхланмалла. Сăмахран, агропромышленность комплексне 894,1 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Çак укçа кредитсен проценчĕсене субсидилеме, страхланă тыр-пул тăкакĕсене саплаштарма, ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене, пысăк пахалăхлă вăрлăх хатĕрлекенсене пулăшма çителĕклĕ.

Халăха социаллă хÿтлĕх парасси те пĕлтерĕшлĕ. Президент хушăвĕпе ачасене уйăхсерен паракан пособие, опекунсен, усрава илнĕ çемьесен тÿлевĕсене индексацилеме, ÿстерме йышăннă. Халăха ĕçпе тивĕçтерессине пулăшма 64 млн тенке яхăн уйăрма палăртнă.

Саккуна кĕртнĕ улшăнусем республикăн 2010 çулхи бюджечĕн тупăшсен пайне – 24 млрд, тăкаксен пайне 27 млрд тенке çитереççĕ.

Сессире шкул çулне çитмен ачасен сферинче пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç. Садиксем çитменни, воспитательсен ĕç укçи пĕчĕкки чылай депутата пăшăрхантарать. Президент кун пирки маларах та пĕлнĕ, сесси умĕнхи кун шăпах “Шкулчченхи вĕрентÿ сферинче пулăшу ĕçĕсемпе усă курмалли майсене пысăклатмалли мерăсем çинчен” хушу кăларнă. Документ садиксен çурчĕсене юсама, çĕнĕрен тума, çак учрежденисенче ĕçлекенсен ĕç укçине ÿстерме, вĕсене хавхалантарма хушма пулăшу парассине çи-рĕплетет.

“ЧР Патшалăх Канашĕнчи политика партийĕсен ĕç-хĕлне патшалăх теле- тата радиоканалĕсенче пĕр тан çутатасси çинчен” саккун проекчĕ те депутатсене калаçтарчĕ. Культура министрĕ Р. Лизакова палăртнă тăрăх, партисем пирки Наци радиовĕ пĕлтерсе тăрĕ. Эфир вăхăтне Тĕп суйлав комиссийĕ палăртать. Вăлах мĕн пур ĕç-хĕле тĕрĕслесе йĕркелĕ.

Сессире çавăн пекех “Республикăн 2009 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен”, “Чăваш Республикин Конституцине улшăнусем кĕртесси çинчен”, “Чăваш Республикин Президенчĕ çинчен” саккун проекчĕсене, ытти ыйтăва пăхса тухрĕç.

(“Хыпар”).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика