АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика кунĕпе çыхăннă ыйтусене çивĕчлетнĕ

22 мая 2010 г.

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ. Тĕп темисем – республика бюджет политики тата Чăваш автономине туса хунăранпа 90 çул çитнĕ май Республика кунне хатĕрленсе кĕтсе илесси.

Çавăн пекех çырăнтару кампанийĕ пынă май предприятисемпе организацисенче периодика изданийĕсем пуррипе çуккине тĕрĕсленĕ.

Черетлĕ информаци кунне “Республикăри капиталлă строительство управленийĕ” патшалăх унитарлă предприятийĕн директорĕ Э. Аблякимов, ЧР Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Е. Барсукова, ЧР Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С. Енилина хутшăннă. Э. Аблякимовпа ра-йон пуçлăхĕ Н. Глухов июнĕн 24-мĕшĕнче хĕрлĕ хăю касса кĕме па-лăртнă Патăрьелĕнчи нумай хваттерлĕ икĕ çуртра пыракан ĕçсемпе паллашнă, вĕсене электрификацилес ыйтусене сÿтсе явнă, район центрĕнче тăвакан стадиона, Шăнкăртамра çĕклекен мечĕте çитсе курнă, строительство организацийĕсенчи ĕç коллективĕсемпе паян пăшăрхантаракан ыйтусене хускатнă. Каярахпа Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул коллективĕпе, Турхан ял поселенийĕн активĕпе тĕл пулнă.

ЧР Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С. Енилина районти АПК предприяти-йĕсен хутшăнăвĕсене йĕркелекен пай пуçлăхĕпе М. Калмыковпа Республика кунне ĕçе кĕртме палăртнă “Южное” тулли мар яваплă обществăри ĕç-хĕлпе, “Знамя” хуçалăхри ака-сухапа паллашнă.

Информаци кунне хутшăннă тепĕр ушкăн Патăрьелĕнче пĕтĕмĕшле врач офисне реконструкцилес ĕç мĕнле пынине тĕпченĕ, районти тĕп больницăри коллективпа сывлăха сыхлас ĕçри проблемăсене çивĕчлетнĕ.

Информаци кунĕн ыйтăвĕсене тĕпе хурса юлашкинчен çапла пĕтĕмлетнĕ: Республика кунне хута яма палăртнă мĕн пур строительство объекчĕсенчех ĕç ăнăçлă пырать. Подрядчиксем хăйсен умне лартнă тĕллеве вăхăтра пурнăçласа пыраççĕ.

А. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика