АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патăрьелсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç

22 мая 2010 г.

Пирĕн районта тĕрлĕ темăпа республика шайĕнчи канашлусем час-часах иртеççĕ. Майăн 19-мĕ-шĕнче республикăри районсемпе хуласенчи техника инвентаризацийĕн организацийĕн ертÿçисемпе çакнашкал пысăк тĕл пулу йĕркелерĕç. Çакă ăнсăртран мар. Патăрьелĕнчи “Техника инвентаризацийĕн бюровĕ” муниципаллă унитарлă предприятийĕн коллективĕ (директорĕ В. Кудрявцев) ĕçтешĕсем хушшинче чылай енĕпе кăтартуллă. Яллă вырăнсенчи районсенчен вĕсем ăмăртура иккĕмĕшсем. Канашлура ЧР хула тăвас ĕç тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министерствин “Чуваштехинвентаризация” патшалăх унитарлă предприятийĕн генеральнăй директорĕ М. Башкртов Патăрьелсене пĕр хутчен мар ырă тĕслĕх вырăнне хурса каларĕ. Кашни ĕçчен пуçне вĕсем вăтамран 625 пин тенкĕ укçа туса илнĕ. Ку енĕпе те Патăрьелсем республикăра виççĕмĕш вырăнта.

Канашлăва район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов хутшăнчĕ, хăнасене техника инвентаризацийĕн бюровĕ районта мĕнле вырăн йышăнни пирки каларĕ, вĕсен ĕçне хак пачĕ.

Техника инвентаризацийĕн бюровĕ 83 çул тултарнă ятпа канашлăва хутшăнакансене ЧР хула тăвас ĕç тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министерствин пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ О. Гаранина, Чăваш Республикинчи патшалăх статистикин федераллă службин территори органĕн пай пуçлăхĕ И. Константинова саламларĕç, 2009 çулхи ĕç итогĕпе паллаштарчĕç, хăш-пĕр ĕçе çивĕчлетрĕç.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика