22 мая 2010 г.
Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта аслă вожатăйра ĕçлет Ч. Вахитова (ÿкерчĕкре). Стажĕ пысăках мар пулин те пултарулăхĕ пурах. Кăçал Чулпан Илдаровна алла аслă пĕлÿ илнине çирĕплетекен диплом илчĕ.
Ĕçне кура чысĕ. Республика Президенчĕн стипендине илме ахаль тăратмаççĕ. Ч. Вахитова тăрăшнипе шкулта йăлана кĕнĕ мероприятисем сахал мар иртеççĕ. Воспитани ĕçне тĕллевлĕ илсе пырать вăл. Инновациллĕ технологисене сахал мар пурнăçа кĕртет. Ачасен ăсталăхне аталантарассине мала хурать. Вĕсене районти, республикăри конкурссене явăçтарать. Çитĕнекен ăру фестиваль-конференцинче малти вырăнсене йышăнни пĕр хутчен çеç мар пулнă. “Чечекленет картиш” социаллă проектпа район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотине тивĕçни те чыслă. “Рамазан”, “Восходящие звезды”, “Адрес детства – Россия” фестивальсен дипломанчĕсем – шкулта вĕренекенсем.
Чулпан Илдаровна ачасен çуллахи канăвне те интереслĕ йĕркелеме тăрăшать. Çулленех каникул вăхă-тĕнче тĕрлĕ çулхи пĕрлештернĕ отрядсен лагерĕ ĕçлет.
Ч. Вахитова – Тутар Сăкăт ял поселенийĕнчи çамрăксен совечĕн ертÿçи те. Хĕрсемпе каччăсене хăй тавра пуçтарса мероприятисем ирттерет. Вăл ертсе пынипех иртнĕ çул шкул стадионĕнче район шайĕнчи çамрăксен фестивалĕ иртнĕ. Çитĕнекен ăру хисеплет ăна.
А. АСТРАХАНЦЕВА.