АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » САККУН ТАТА МОРАЛЬ НОРМИСЕНЕ ПĂХĂНМАЛЛА

22 мая 2010 г.

Район прокуратури кăçалхи тăватă уйăхра уйрăм çынсем йывăр тата питĕ йывăр преступленисем тунине пĕтĕмлетнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан питĕ йывăр преступлени тăвасси ÿснĕ. Пĕлтĕр пĕр тĕслĕх пулнă, кăçал вара – тăваттă. Вăл шутра икĕ факт çын вĕлерессипе çыхăннă. Тĕрлĕ йышши преступленисенчен уйрăмах çынна мăшкăллассипе, пусмăрлассипе çыхăнни ÿсни пăшăрхантарать. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта кун пек тĕслĕх пĕрре те пулман. Кăçал вара районта çакнашкал виçĕ факта шута илнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ çул çитмен ачасемпе çыхăннă. Кашни преступленипе уголовлă ĕç пуçарнă. Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 131 статйин 4-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн çакнашкал преступлени тăвакансене çирĕм çул таранччен ирĕкрен хăтараççĕ. Шăнкăртамра тата Çăл Атăкра пурăнакан арçынсем çамрăк хĕрачасене пусмăрланăшăн шăпах çак статьяпа айăпланаççĕ. Анчах кунта çакна та палăртса хăвармалла. Преступленисен икĕ тĕслĕ-хĕнче те хĕрачасем хăйсене мăшкăл кăтартаканпа пĕччене-пĕччен пулнă, вĕсене палланă, шаннă. Çавăнпа та çакнашкал тĕс-лĕхсем ан пулччăр тесен ашшĕ-амăшĕн ачасене хăйсене арçынсемпе тĕл пулнă чухне мĕнле тытмалла пирки лайăх ăнлантарса памалла. Саккун тата мораль нормисене пурин те пăхăнмалла.

Ю.ФУРАЖНИКОВ,

район прокурорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика