22 мая 2010 г.
Районăн паллă çыннисем тăван ен ятне çÿллĕ шайра тытса тăраççĕ. Людмила Сачкова та вĕсен шутне кĕрет. Çĕнĕ Ахпÿрт хĕрĕ тăван шкула манмасть. Ку хутĕнче те чăваш чĕлхипе вĕрентекен Е. Колпакова йĕркеленĕ тĕл пулăва хаваспах килме кăмăл турĕ. Ачасем паллă чăваш писательне ăшшăн кĕтсе илчĕç. Людмила Николаевна çамрăк ăрăва хăй калăпланă электронлă куравпа паллаштарчĕ. Шкул пурнăçĕ, писательсен ĕçĕ- хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Шкул библиотекарĕ С. Суркова ентеш çырнă кĕнекесен выставкине йĕркелерĕ. Çак хайлавсем, пьесăсем çинче писатель- драматург тепĕр хут чарăнса тăчĕ. Ачасем тĕрлĕ ыйту пачĕç. Ытларах вĕсене хайлавсенчи сăнарсем ялпа çыхăнса тăни интереслентерчĕ.
Чĕннĕ хăна шкул ÿсĕмĕсем, çитĕнĕвĕсем пирки те кăсăкланчĕ. Ачасем чăваш чĕлхине тĕплĕнрех пĕлессишĕн тăрăшаççĕ, тĕрлĕ конкурса хутшăнаççĕ. Виççĕмĕш класри В. Савдерова республикăра кĕçĕн классем хушшинче чăваш чĕлхипе ирттернĕ олимпиадăра виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ ( вĕрентекенĕ О. Тукмакова ). “Чĕвĕлти чĕкеç” конкурсра Раççей шайĕнче иккĕмĕш класри Н. Плешков ( вĕрентекенĕ Т. Каштанова), виççĕмĕш класри В. Мулюкова ( вĕрентекенĕ О. Тукмакова), пиллĕкмĕш класри П. Тукмаков ( вĕрентекенĕ Е . Колпакова) пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Л. Сачкова çĕнĕ пьеса çырни çинчен пĕлтерчĕ. Пьесăна курма театра пыма сĕнчĕ.
Тĕл пулу кĕнеке вулас туртăма ÿстерме пулăшасса шанас килет. Л. КАЗАКОВА.