22 мая 2010 г.
Улька аппа чÿречерен пахчари пан улми çинче чĕвĕлтетекен
кайăксене сăнаса лараканскер, эпĕ ун патне пырса тăнине
те сисмерĕ.
–Аван-и, Улька аппа; Епле пурăнатăр;–тесе ыйтсан тин шарт сикнĕ пек пулчĕ, унтан тĕпелелле иртме сĕнчĕ.
Юлашки вăхăтра Ольга Филипповна килĕнче пĕччен юлсан
час-часах иртнĕ кун-çулне аса илет. Ĕмĕрĕ çăмăл килмен унăн,
пурнăçĕнче хĕн-хурĕпе терт-нуши самаях пулнă.
О.Табакова Анат Туçа хĕрĕ пулнă, Торговцевсен йăхĕнчен. Тăваттăн пĕр тăван ÿснĕ вĕсем: Арсений, Василий, Улька тата Красномайскине качча кайнă йăмăкĕ Лида.
Выçлăх çулĕнче Улька аппан ашшĕпе амăшĕ ялти 18 çемьепе пĕрле Самар тăрăхне куçса кайнă. Ĕçчен те пултаруллă йăх пулнă çав Торговцевсем, часах унта та пурнăçа майлаштарса янă. Коллективизаци хумĕ пырса çапсан, вĕсене те раскулачить тума пуçласан каялла Анат Туçана таврăннă.
Çĕнĕрен тăван ялта йăва çавăрмалла пулнă. Хăйсен унчченхи çуртне сутса хăварнăран ним çук çĕрте çурт хăпартнă. Ытти çынсемпе пĕрлех колхоза кĕнĕ, малалла пурнăç “кустăрмине” чуптарнă. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçланни каллех йывăрлăха кĕртсе ÿкерет. Торговцевсен йăхĕнчен Андрей, Василий, Петĕр тата ыттисем те çапăçу хирне выртса юлаççĕ.
Улька аппа та çитĕнет, хĕр шутне кĕрет. Вăрçă пынă вăхăтра Патăрьелĕнчи Хĕрлĕ Хĕрес обществи йĕркеленĕ медсестрасен курсне çÿрет, 15 çухрăм çула çулталăк хушши такăрлатать. Питĕ тăрăшса вĕренет, çавна май ăна райздрав пуçлăхĕ Н.Иванова унтах ĕçлеме хăварать. Трахома чирĕ вăйлă аталанма тытăнсан Тури Туçари медпункта куçараççĕ. Улька аппа килĕрен киле çÿрет, чир пирки, унтан мĕнле сипленмелли çинчен тĕплĕн ăнлантарать. Вăл тăрăшни сая кайман, 50-мĕш çулсем тĕлне ăна парăнтараççĕ.
Маттур та пултаруллă хĕре 16 та тултарман çамрăк каччă валли вăрласа каяççĕ. Пăянамăшĕ кинĕ çынсене сыватнă çĕрте вăй хунине хирĕç пулать, ирĕксĕрех Улька аппан юратнă ĕçне пăрахма тивет. Анчах та суд органĕсем ăна çакăншăн тĕрмене хупаççĕ. Ытла та хаяр пулнă çав вăхăтри самана! Йывăр çын хĕрарăма ирĕкрен хăтараççĕ, унтан тухсан каллех хăйĕн ĕçне пуçăнать, тивĕçлĕ канăва кайичченех вăй хурать.
Икĕ ывăлпа тăватă хĕр çуратса ÿстереççĕ Петр Ефремовичпа Ольга Филипповна. Пĕр ывăлĕ çамрăклах куçне хупать. 1993 çулта хĕрĕпе кĕрÿшне, тăхлачăшне пĕр çын персе вĕлерет. Чăтмалла мар хуйхă килсе çапать Табаковсен çемйине.
Ытла та шелсĕр çав вăл пурнăç. Мăшăрĕ те нумаях пурăнмасть. Йĕпе çине сапа тенĕ пек, тĕпри ывăлĕ сасартăк чĕре чирĕпе ку тĕнчерен уйрăлать. Кинĕ икĕ ачапа тăлăха тăрса юлать.
Улька аппа пирки питĕ нумай калама пулать. Ытла та ырă чунлă, йăваш кăмăллă, сăпайлă, тарават çын вăл. Тăхăр вуннăра пулсан та хитре, илемлĕ тăрать. Нихăçан та сассине хăпартса калаçмасть вăл, çавăншăнах Ольга Филипповнăна ял-йыш хисеплет. Халĕ унăн 3 хĕрĕ, 11 мăнукĕ, мăнукĕсен 14 ачи чунне йăпатаççĕ, иксĕлми сывлăх сунаççĕ.
А.ФРОЛОВ.