АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕ – виççĕмĕш вырăнта

26 мая 2010 г.

Майăн 21-мĕшĕнче Самара облаçĕнче ачасен фольклор ушкăнĕсен вуннăмĕш смотр-конкурсĕ иртнĕ. Ăна чăвашсен паллă просветителĕ И. Яковлев тата чăваш литература классикĕ К. Иванов çуралнă кунĕсене халалланă.

Смотр-конкурса Самара, Оренбург, Чĕмпĕр облаçĕсенчен, Тутар, Пушкăрт республикисенчен килнĕ фольклор ушкăнĕсем хутшăннă. Сцена çинче 33 коллектив хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Чăваш Республикин чысне чăваш чĕлхипе литература учителĕ Е. Сорокина ертсе пыракан Первомайскинчи вăтам шкулти «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕ хÿтĕленĕ. Ушкăна 12 ача çÿрет. Вĕсем пурте чăвашлăхшăн хыпăнакан, халăх юррисене кăмăллакан, юрра-ташша ăста вĕренекенсем.

Жюри членĕсем «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕн пултарулăхне лайăх хак панă, виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ коллектива Хисеп грамотипе тата Самар облаçĕнчи Вĕрентÿ тата наука министерствин дипломĕпе наградăланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика