АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт-йĕр тĕреклĕ – ял илемĕ

26 мая 2010 г.

Çыннăн пурнăçĕнче çурт-йĕр ыйтăвĕ пысăк вырăн йышăнать. Мăшăрланса çемье çавăрма, ачасене ÿстерме, кайран вĕсене кĕтсе илсе ăсатса яма кĕтес кирлине пурте лайăх ăнланатпăр. Çитменнине ăна яланах çĕнетес, хитрелетес, пурнăç условийĕсене лайăхлатас туртăм та пур. Йыш хушăннă май пÿрте пысăклатас та килет. Хальхи вăхăтра çурт-йĕр тума та, аслăлатма та сахал мар укçа кирлĕ. Унчченсенче строительство материалне тупайманнипе хăшкăлнă пулсан, халь вĕсем пасар тулли. Ятарлă лавккасенче те çителĕклех. Çамрăк çемьесене кĕмĕлĕ сахалтараххи ура хурать. Çавăнпах чылайăшĕ патшалăх паракан пулăшупа усă курма тăрăшаççĕ.

Пĕлтĕр пирĕн тăрăхри 8 çемье, Чăваш Республика Президенчĕ 2002 çулта йышăннă “Чăваш Республикинчи çамрăк çемьесене паракан патшалăх пулăшăвне вăйлатасси” хушăвĕпе килĕшÿллĕн, çурт-йĕр тума е туянма 1303,74 пин тенкĕ республика бюджетĕнчен илнĕ.

“Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” программăпа иртнĕ çул района строительство ĕçĕ валли е хваттер туянма 9 миллион та 249 пин те 760 тенкĕ тивĕçнĕ. Çамрăк специалистсене çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕлĕшпе 6 миллион та 324 пин те 793 тенкĕ уйăрнă. Социаллă тÿлеве строительство ĕçĕ валли ялта пурăнакан 13 çын тата АПКра, социаллă сферăра тăрăшакан 12 специалист илнĕ.

Патшалăх тăлăхсене кил-çуртлă пулма пулăшассипе те сахал мар тăрăшать. Республика бюджетĕнчен ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă е опекăна илнĕ ачасене валли 742,5 пин тенкĕ уйăрнă. Ăна Тăрăн ял тăрăхĕнче пурăнакан пепкесем илнĕ. Çавăн пекех нумай ачаллă (пиллĕк е ытларах) çемьесене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерме палăртнă 1 миллион та 676 пин тенкĕпе те районта туллин усă курнă.

Экономика кризисĕ кашни утăмра палăра пуçларĕ. “Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси” программа çумĕнче ĕçлекен “Çурт-йĕр” федераллă программăра улшăнусем пулнă. Укçа уйăрассине виçĕ хут сахаллатнă. 2009 çулта пилĕк çамрăк çемье 2408,7 пин тенкĕлĕх социаллă тÿлев илнĕ.

Районта кăçал та çÿлерех асăннă программăсем пурте тенĕ пекех ĕçлеççĕ. “Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” программăпа килĕшÿллĕн пирĕн района валли 7194 800 тенкĕ уйăрнă. Социаллă тÿлеве 16 гражданпа 9 çемье тивĕçĕç. Кунсăр пуçне нумай ачаллă виçĕ çемье тата пĕр тăлăх ача çурт-йĕрлĕ пулĕç.

О.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика