АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «ХИР КУНĕ-2010» КУРАВ ЙĕРКЕЛЕССИПЕ – КАНАШЛУ

26 мая 2010 г.

Районта Республика кунне уявланă чухне “Хир кунĕ-2010” курав йĕркелеме палăртнă. Çак мероприятие “Дуслык” ял хуçалăх предприяти территоринче ирттерсе ярас ыйтупа йĕркелÿ комитечĕ пĕрле пухăнса канашланă. Унта ял хуçалăх техникине вырнаçтармалли схемăна, тĕп тĕллевсене палăртнă. Канашлăва ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ С. Павлов ертсе пынă.

Мероприятие йĕркелесе ирттерсе янă çĕрте ЧР ял хуçалăх министерстви, “Агро-Инноваци” хысна унитари предприятийĕ, Патăрьел район администрацийĕ яваплă.

Курав-демонстрацинче тăпрана кăпкалатакан, акакан, ÿсен-тăрана хÿтĕлекен тата пăхакан, выльăх апачĕ хатĕр-лекен, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухакан ял хуçалăх техникипе, ял хуçалăх культурин çĕнĕ сорчĕсем çитĕнекен лаптăксене сăнама, пĕрчĕллĕ тата выльăх апачĕ хатĕрлемелли культурăсене туса илмелли хальхи вăхăтри технологисемпе, ÿсен-тăрана хÿтĕлекен тата минераллă удобренисемпе тивĕçтерекен тĕрлĕ поставщиксен рекламипе паллашма, тăпрана хатĕрлекен, акакан, выльăх апачĕ янтăлакан техникăсем мĕнле ĕçленине курма пулĕ.

А. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика