26 мая 2010 г.
Пурнăçра чылай чухне инкек-синкек хамăртанах килет: е асăрханса çитерейместпĕр, е пĕлсе тăрсах йĕркене пăхăнмастпăр. Çул çинчи автоаварисен сăлтавĕ те çавăнпах çыхăннă.
Кăçалхи тăватă уйăхра районта тăхăр автоавари пулнă. Инкексен шучĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан чакнă. Анчах та синкерлăхпе çыхăннă тĕслĕхсем те пур. Аварисенче виçĕ çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, саккăрăшĕ вара аманнă.
Кашни çын урампа çуран утса пынă чухне те çул-йĕр правилисене пăхăнмалла. Автомашина киличчен çул урлă каçса ĕлкĕрĕп тесе шутламалла мар, çулпа та утма юрамасть. Тăватă уйăхра пулнă мĕнпур аварисенчен виççĕшĕ шăпах çуран утса пыракансен айăпĕпе пулнă. Вĕсенче вара пĕр çын вилнĕ, тăваттăшĕ аманнă. Çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăхăнччăр, йĕркене хăнăхччăр тесе районти шалти ĕçсен пайĕн çул-йĕр инспекцийĕ тăтăшах тĕрлĕ операци йĕркелет. Нумай пулмасть çеç, акă, “Пешеход” операци иртрĕ. Çул-йĕр правилине пăхăнмасăр çул урлă тĕрĕс мар каçакансене пурне те икçĕршер тенкĕ штраф панă.
Тикĕс те яка çул çинче водительсем чылайăшĕ кирлинчен пысăк хăвăртлăхпа пырса йĕркене пăхăнмаççĕ. Уйрăм çынсем çеç мар, çынсене илсе çÿрекен автобус водителĕсем те çапла теветкелленеççĕ.
“Автобус” операци вăхă-тĕнче пирĕн инспекторсем шăпах çак сăлтавпа сакăр водитель ячĕпе протокол çырнă. Автобус водителĕсен пушшех çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалла, мĕншĕн тесен вĕсен яваплăхĕ çинче вуншар çыннăн шăпи, пурнăçĕ.
Чылай чухне канăçсăрлантаракан тепĕр ыйту вăл – çула тухакан водительсем эрех ĕçни. Ÿсĕр çын руле шанчăклă тытманни каламасăрах паллă. Çулталăк пуçланнăранпа пулнă аварисенчен икĕ тĕслĕхĕ шăпах водительсем ÿсĕр пулнипе çыхăннă.
Республикăри ытти ра-йонсемпе танлаштарсан Юхмапа Пăла тăрăхĕ пуянрах та, аталанарах та пырать. Çавна пулах ĕнтĕ харпăр-хăй хуçалăхĕнче автотранспорт тытакансен шучĕ те ÿсет. Çакă вара каллех çул-йĕр правилисене пăсакансем йышланассипе çыхăннă. Кăçалхи тăватă уйăхра çеç районти çул-йĕр инспекторĕсем 2750 административлă протокол çырнă. Водительсенчен ытларах пайĕ кирлĕ мар çĕрте пысăк хăвăртлăхпа пырать, хăрушсăрлăх пиçиххипе çыхăнмасть тата ытти те.
Кирек мĕнле ĕçре те йĕрке, тирпей, ăнланулăх кирлĕ. Пирĕн сотрудниксем водительсенчен , çуран утакансенчен çул çинчи йĕркене çирĕп пăхăнассине пурне те саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ.
А. ПЕТРОВ,
районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ.