26 мая 2010 г.
Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнă уяв кунĕсенче Тăрăн ял масарĕ çинче халăх вăйĕпе туса лартнă çĕнĕ çурта кĕлĕ туса тасатрĕç. Ял депутачĕ Анатолий Лялькин ертсе пынипе кирпĕчрен туса лартнă икĕ пÿлĕмлĕ илемлĕ çуртра çĕнĕ икона вырнаçтарнă, ун умне лампада çакнă. Кунтах çуртасем çутмалли подсвечник та пур. Апат-çимĕç лартма сĕтел те вырнаçтарнă. Çурт умне чечек клумбисемпе саксем туса хунă.
Ялти чиркÿ настоятелĕ Серафим игумен çак çурта кĕлĕ туса тасатнă хыççăн таса шыв сапрĕ, килте тата вăрçăра вилнĕ ял çыннисене асăнса кĕске панихида ирттерчĕ, çĕнĕ çурта йĕркеллĕ пăхса тăма сĕнчĕ. Çак кун масар çинче ял тăрăхĕн депутачĕсемпе ял администрацийĕнче ĕçлекенсем, ялти ватăсемпе чиркÿ çыннисем йышлăн пулчĕç. Ваттисене асăнмалли кун тĕлне масар лаптăкне, тăванĕсен вилтăприйĕсене тирпейлерĕç.
Унăн ячĕ асрах
(Халăх юратакан священнике асăнса)
Нумаях пулмасть тискеррĕн вĕлернĕ Кăнтăр округĕн благочиннăйĕн Анатолий Сорокин протоиерейĕн ятне халăх кашни кун асăнса хурланать. Вăл ĕçленĕ Аслă Пăла Тимеш ялĕнче ун ячĕпе 40 кун литурги кĕллисем пыраççĕ. Вăл çуралнă тата пурăннă Тăрăн ялĕнче ăна чиркÿ çумне кĕлтуса пытарнă кун 2 пине яхăн çын, темиçе çĕр автомашина пуçтарăнчĕ. Май уйăхĕн 16-мĕшĕнче Варнава митрополит ун ячĕпе Тăрăнта панихида ирттерчĕ, ял çыннисемпе тата чиркÿре ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçрĕ, пухăннисене уйрăмшарăн пил пачĕ. Çирĕммĕш кун çитсен, округри священниксем Анатолий аттене асăнма Тăрăна пухăнса панихида кĕлли турĕç. Тăрăн чиркĕвĕнче халĕ халăх юратакан священнике асăнса унăн вилтăпри çинче 40 кун хушши кĕске панихида ирттереççĕ. 40-мĕш кун вара, июнĕн 2-мĕшĕнче, Тăрăнта тата Тимешре ятарласа литурги кĕлли пулать.
Сергий атте – çĕнĕ благочиннăй
Чăваш епархийĕн 5-мĕш Кăнтăр округĕн çĕнĕ благочиннăйĕ пулма Варнава митрополит Аслă Арапуç чиркĕвĕн настоятельне Сергий аттене уйăрса лартнă. Вăл 5-мĕш округа кĕрекен Патăрьелпе Шăмăршă ра-йонĕсенчи чиркÿсен настоятелĕсемпе Тăрăнта пулса канашлу ирттерчĕ, Анатолий атте вил тăпри çинче священниксемпе пĕрле кĕлĕ турĕ.
Л. ЛЯЛЬКИН.