АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш чĕлхи эрни

26 мая 2010 г.

Шăнкăртамри иккĕмĕш вăтам шкулта тутар ачисем 1996 çултанпа чăваш чĕлхине вĕренеççĕ. Малтанласа вĕренÿ пособийĕсем пулманран вĕрентекенсен чылай материала хăйсен шырама, тума тиветчĕ пулин те ачасен пĕлÿ пухас туртăмĕ пысăкчĕ. Паянхи куна илес пулсан пĕтĕм хатĕр пур темелле. Çавна май тутар ачисем чăвашла тăрăшса вĕренеççĕ, районта иртекен тĕрлĕ конкурса, олимпиадăна, конференцине хутшăнаççĕ.

Вĕренÿпе канăва пĕрле çыхăнтарса пирĕн шкулта чăваш чĕлхи эрни иртрĕ. Программăна чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем Л. Павлова тата Р. Резапова тĕрлĕ енлĕн хатĕрлеме тăрăшрĕç.

Пĕрремĕш кун ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Пĕрремĕш- тăваттăмĕш классенче вĕренекенсем чăваш юмахĕсем тăрăх юратнă персонажсене ÿкерчĕç. 4- мĕш класра вĕренекен Р. Абдулвалеевăн ĕçĕ чи лайăххи пулчĕ. Иккĕмĕш вырăна вара виççĕмĕш класра вĕренекен Б. Айзатуллов, виççĕмĕш вырăна А. Черноносова тивĕçрĕç.

Иккĕмĕш кун “Чĕвĕлти чăваш чĕлхи” конкурс иртрĕ. Унта 5-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Кашни ача хăйĕн пултарулăхне кăтартма тăрăшрĕ. Çĕнтерÿçĕ ятне Р. Кирпичева тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна Л. Ильясова, виççĕмĕшне Э. Куртлюкова тухрĕç.

Кĕçĕнреххисем юмахсем вулама юратаççĕ. Вĕсене инсценировкăласа кăтартакан конкурс йĕркелерĕç. Виççĕмĕшсем– “Çарăк”, тăваттăмĕш «а» класс– “Тĕрлĕ мăнук”, тăваттăмĕш «б» класс “ Тилĕ тус” кăтартрĕç. Кĕçĕн классем чăн- чăн юмах тĕнчинче пулса курчĕç. Вылякансем чăвашла тата та илемлĕ калаçрĕç, кашни хăйĕн сăнарне уçса пама тăрăшрĕ.

Вĕренекенсем Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта та пулчĕç. Унта “Раиса Сарпи вулавĕсем” конкурса хутшăнчĕç. Саккăрмĕш а класра вĕренекен Д. Сафиянова иккĕмĕш, улттăмĕшĕнчи Э. Хуснетдинова виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамоти тата парнесем парса чысларĕç.

Çĕре яхăн конкурсант хушшинче тутар хĕрĕсем чăвашла сăвă вуласа призлă вырăна тухни çак чĕлхене чунтанах юратса вĕреннине кăтартать.

Пĕр куна чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлне И. Я. Яковлева халалларĕç. Уява Лидия Валериевна вĕрентекен уçрĕ. Вăл Иван Яковлевич пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ, слайдсем кăтартрĕ. Уява малалла 6- 7- мĕш классенче вĕренекенсем тăсрĕç. Вĕсем И. Яковлева халалланă сăвăсем вуларĕç.

Вĕрентекен çулталăкне халалласа юрăсен конкурсĕ иртрĕ. Ачасем илемлĕ юрлама пĕлни пурне те тĕлĕнтерчĕ. Çиччĕмĕш класри Д. Купкенова “ Учительсене” юррипе тыткăна илчĕ.

Эрнене кашни ача явăçма пултарчĕ.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика