АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăл атлетсем ăмăртрĕç

26 мая 2010 г.

Шкул ачисен спартакиадипе килĕшÿллĕн Нăрваш Шăхалĕнчи стадионта çăмăл атлетика енĕпе ăмăрту иртрĕ. Унта 300 ытла ача хутшăнчĕ. 100 метрлă дистанцинче пĕрремĕш вырăна Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти А. Андреева, иккĕмĕшне Аслă Чементи Н. Зотова, виççĕмĕшне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Н. Полякова тухрĕç. Арçын ачасенчен вара Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти А. Абитов малти, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Н. Исаев иккĕмĕш, Первомайскинчи вăтам шкулти Д. Краснов виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

200 метрлă дистанцире хĕр ачасенчен Первомайскинчи вăтам шкулти М. Такташкина çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Нăрваш Шăхалĕнчи К. Егорова иккĕмĕш, Туçари вăтам шкулти Е. Уткина виççĕмĕш вырăнсенче. Арçын ачасенчен вара пĕрремĕш вырăна Первомайскинчи вăтам шкулти А. Прокопьев тухрĕ. Иккĕмĕ-шĕнче – Нăрваш Шăхалĕнчи А. Кудряшов, виççĕмĕшĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Р. Семенов.

400 метр чупса хĕр ачасенчен Первомайскинчи вăтам шкулти Л. Мулгачева пĕрремĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи М. Филиппова иккĕмĕш, Патăрьелĕнчи пĕрре-мĕш вăтам шкулти О. Руссакова виççĕмĕш вырăнсенче.

Арçын ачасенчен çак дистанцире Туçари вăтам шкулти А. Астраханцев чемпион пулчĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Нянин, Первомайскинчи Л. Ильин иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсенче.

800 метрлă дистанцире Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти А. Петрова çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Иккĕмĕш вырăнта Первомайскинчи вăтам шкулти Н. Кузьмина, виççĕмĕшĕн-че - Аслă Чементи М. Самделова. Çак дистанцире арçын ачасенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти М. Ялукова çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕш вырăнта Турханти вăтам шкулти Д. Ларкузов, виççĕмĕшĕнче Первомайскинчи А. Верликов.

1500 метрлă дистанцире Шупашкарти олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Нăрваш Шăхаль спортсменки К. Филиппова пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Иккĕмĕш вырăнта Аслă Чементи А. Семенова, ун хыççăн вара Первомайскинчи вăтам шкулти М. Кольцова çитрĕ. Арçын ачасенчен вара финиша малтан Первомайскинчи вăтам шкулти Р. Мулгачев кĕчĕ. Туçари вăтам шкулти С. Михайлов иккĕмĕш, Аслă Чементи О. Михайлов виççĕмĕш вырăнсенче.

Йĕтре тĕртсе хĕр ачасенчен пĕрремĕш вырăна Первомай-скинчи А. Сидорова, Турханти Н. Емельянова иккĕмĕш, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти А. Капитонова виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Арçын ачасенчен чи лайăх результат Тутар Сăкăтĕнчи Р. Абянов, иккĕмĕш Аслă Чементи С. Фролов, виççĕмĕш Первомайскинчи Э. Убасев кăтартрĕç.

Чупса пырса тăршшĕне сикессипе Пăлапуç Пашьелĕнчи А. Афанасьевăпа Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти И. Билалов çĕнтерÿçĕсем пулчĕç.

400 метрлă дистанцие тăватшарăн эстафета чупса хĕр ачасем хушшинче пĕрремĕш вырăна Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем тухрĕç. Иккĕмĕшне Первомайскинчи, виççĕмĕшне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулсен командисем йышăнчĕç. Арçын ачасенчен пĕрремĕшне Первомайскисем, иккĕмĕшне Аслă Чеменсем, виççĕмĕшне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем тухрĕç.

Командăсемпе илсессĕн ăмăртура малти вырăна Первомай-скинчи, иккĕмĕшне Аслă Чементи, виççĕмĕшне Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулсенче вĕренекенсем тухрĕç. Пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулсенчен пĕрремĕшне Ишлĕри, иккĕмĕшне Нăрваш Шăхалĕнчи, виççĕмĕшне Шăхачри шкулсенче вĕренекенсем çĕнсе илчĕç.

А. АФАНАСЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика