АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллисем çĕнтерчĕç

26 мая 2010 г.

Пĕтĕм тĕнчери “ Языкознание для всех. Русский медвежонок” конкурс вĕçленчĕ. Туçари вăтам шкултан унта чылайăн хутшăнчĕç. Вĕсенчен 15-шĕ дипломлă пулчĕç.

Пиллĕкмĕш класра вĕренекен Е. Плешков медаль илме пултарчĕ. Вăлах çамрăксен математика чемпионатĕнче иккĕмĕш степеньлĕ диплома тата кĕмĕл медале тивĕçрĕ.

Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен филологи чемпионатĕнче 8-мĕш класри А. Табакова виççĕмĕш степеньлĕ диплом тата пăхăр медаль çĕнсе илчĕ. Регионри иккĕмĕш степеньлĕ диплома 8-мĕш класри А. Захаров, виççĕмĕш степеньлĕ дипломсене 9 б класра вĕренекен Н. Сорокин тата Ю. Плешкова, 8-мĕшĕнчи К. Салмина (вĕрентекенĕ – О. Табакова) тивĕçрĕç.

Чи нумай балл пуçтарнă А. Кересева, А. Салихова, Р. Фасхутдинова, А.Крысова, А. Захаров, К. Салмина, Н. Сорокин, Ю. Плешкова, А. Табакова вĕренекенсене профильлĕ лагере йыхравларĕç.

Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен А. Мулюковăпа О. Табаковăна ăслăлăха аталантаракан уйрăмăн дипломĕсене парса чысларĕç.

А. КУЗНЕЦОВА,

ял библиотекин ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика