29 мая 2010 г.
Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарта спортăн тĕрлĕ енĕпе çиччĕмĕш классем хушшинче Президент ячĕпе ăмăртусем иртнĕ. Республика шайĕнчи спорт фестивальне пирĕн районтан Первомайскинчи вăтам шкулти çамрăк спортсменсем (6 хĕр ачапа 6 арçын ача) хутшăннă, ялти шкулсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Халĕ вĕсен Чăваш Ен чысне Анапа хулинче хÿтĕлеме тивĕ. Командăна хатĕрлекенĕ – çăмăл атлетика енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ, В. Никитин физкультура учителĕ. Валерий Николаевич ку таранччен сахал мар паллă спортсменсене хатĕрленĕ.
Никитинсен çемйи хăй те спорт енĕпе кăтартуллă. Унăн пиччĕшĕ – Василий Николаевич – çăмăл атлетика енĕпе спорт мастерĕ, Раççей шайĕнчи чылай ăмăртусене хутшăннă.